21 июля 2010 г.
Ял çынни, тĕпрен илсен, çĕрпе тата выльăх-чĕрлĕхпе ĕçлет. Темĕнле хĕн вăхăт пулсан та вĕсене пăрахмасть вăл. Юлашки çулсенче вара патшалăх та асăннă отрасле тимлĕх ытларах уйăрма пуçларĕ. Хушма хуçалăх тытма çăмăллăх кредичĕсем илме май туса пачĕ. Юлашки 2—3 çулта çеç нумай çын çак пулăшупа выльăх-чĕрлĕх хуралтисем турĕ, çĕр ĕçĕнче усă курмалли техника туянчĕ, вăрлăхсене пахалăхлисемпе çĕнетрĕ.
Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнче пурăнакансем те малаллах ăнтăлаççĕ. Çапла пулмалла та. Кунти 5 ялтан 8 хуçалăх РФ Перекет банкĕнчен, 9-шĕ Раççей ял хуçалăх банкĕнчен çăмăллăхлă кредитсем илнĕ. «Вĕсен виçи пысăк пĕлтерĕшлех мар. Укçа-тенкĕпе тĕллевлĕ усă курмалла пултăрччĕ»,— терĕ Аслă Çĕрпÿел ял поселенийĕнче ĕçлекен А.Иванов специалист. Вăл уйрăм хуçалăхсемпе кăмăллă пулнине пĕлтерчĕ.
Источник: "Каçал Ен"