21 июля 2010 г.
Кашни хресчен çумăр кĕтет. Ял хуçалăх предприятийĕсенче шăрăх вăхăтра та ĕç чарăнмасть. Пур хуçалăхра та тенĕ пек вырмана тухнă. Мĕн пуçтарса илме пулать — ăна выраççĕ. Тухăç кашни гектар пуçне хальлĕхе 12—13 центнерпа танлашать. Ку юлашки çулсенчи кăтартусенчен чылай пĕчĕк ĕнтĕ. Çапах та ним çукки мар. Çак эрне пуçламăшĕ тĕлне 500 гектар ытла лаптăк çинче тыр-пула вырса çапнă.
Выльăх апачĕ хатĕрлес енĕпе те тăрăшаççĕ. Хуçалăхсенче 9782 тонна утă, 14945 тонна сенаж пур. Ку вăл пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен чылай сахалрах.
Мĕн çитĕннине шăрăх çанталăк пĕтериччен пуçтарса илмелле.
Источник: "Каçал Ен"