17 июля 2010 г.
Салтак тумне тăхăнса çара каясси — çул çитнĕ кашни каччăн сăваплă тивĕçĕ. Хĕсметре пулнă çамрăк хăй ятне, чысне нихçан та çĕре ÿкермест. Çар çынни мĕн авалтанах хисеплĕ. Çемьере ывăл çуралсан пулас салтак, Тăван çĕр-шыв хÿтĕлевçи тесе савăннă.
Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче йĕкĕтсене чысласа савăнăçлă лару-тăрура салтака ăсатасси çирĕп йăлана кĕнĕ. Культура çуртне ял-йышпа пуçтарăнса юрлатпăр, ташлатпăр. Нумаях пулмасть Александр Чульмаковăн ăсату каçне йĕркелерĕмĕр. Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕ В.Волков, пулас салтакăн пĕрремĕш учителĕ Н.Шамбулина, Афган вăрçине хутшăннă Н.Шамбулин, Культура çурчĕн директорĕ В.Ванюркин, каччăн тăванĕ Н.Абукина, çар тивĕçне пурнăçласа тăван яла таврăннă çамрăксем лайăх та ăшă сăмахсем каларĕç, чăваш ятне яланах çÿлте тытма яваплăх, ăнăçу, такăр та телейлĕ çул сунчĕç.
Сашăн амăшĕ М.Чульмакова тăван тĕпренчĕкне ырă сунса, пиллесе каланă чĕререн тухакан сăмахсене пурте хумханса итлерĕç.
Ăсату каçне В.Шамбулин, Н.Потапова, А.Ванюркина, Алисăпа Алина Кокшинасем шăрантарнă кĕвĕ-çемĕ илем кÿчĕ. «Чунăм анне» юрă сăмахĕсем вара пурин куçне те йĕпетрĕç.
Хĕсметри йывăрлăхсене çĕнтересси салтакăн çирĕп сывлăхĕнчен, вăй-халĕнчен, пуçарулăхĕпе тавçăрулăхĕнчен нумай килет. Çавна май Сашăна пĕчĕк «экзамен» тыттартăмăр. «Пĕрремĕш çыру», «Тÿме лартасси», «Йывăр йăтасси», «Маршировка» тĕрĕслевсене каччă ăнăçлă пурнăçларĕ.
Хамăр ял йĕкĕчĕ маттур салтак пуласса шансах тăратпăр. Ял-йышпа мĕнлерех туслăн, ăшшăн ăсатрăмăр, çак йышпах тепĕр çултан хаваслăн кĕтсе илĕпĕр.
Источник: "Каçал Ен"