АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Телей кĕтмен çĕртен килет, çавăн пекех хăвăрт çухалать

17 июля 2010 г.

Виктор Васильевич Басникова ачаранах паллатăп. «Заря» колхозăн партком секретарĕччĕ вăл. Çак кунсенче Çĕнĕ Мăрат ялĕнчи хисеплĕ çын 80 çулхи юбилейне паллă тăвать. Саккăрмĕш теçеткене улăштарать пулин те, кĕскех мар ĕмĕрĕнче нуши-тертне пайтах курсан та чунĕпе ватăлма шутламасть. Килĕнче мăшăрĕпе, Лина Якимовнăпа, иккĕшех пурăнаççĕ. Шултра выльăх-чĕрлĕх усрамаççĕ, чăхсемпе йытă кăна, çапах хуçалăхра ĕçсем тупăнсах тăраççĕ. Çу шăрăх килнипе пахча çимĕçе кунсерен шăварма тивет. Тепĕр тесен, ĕçчен çын валли яланах ĕç пур, ан ÿркен çеç. Виктор Васильевич çинчен ытларах пĕлме унпа калаçса ларни тата вăл çырса пынă аса илÿсем пулăшрĕç.

«Анне питĕ ырă кăмăллă та таса чунлă, ĕçчен те хастар хĕрарăмччĕ. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та чунне панă, пире те, ачисене, çавнах вĕрентнĕ. Атте уй-хир бригадирĕнче, кладовщикра, сутуçăра, завхозра, ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Утар тытатчĕç»,— çырнă Виктор Васильевич хăйĕн аса илĕвĕсенче. Çак сăмахсенченех ку çемьере ачасем аслисене хисепленине, чĕререн юратнине туйса илме пулать. Çут тĕнчене тăватă ача — виçĕ ывăлпа пĕр хĕр — парнеленĕ Василий Ларионовичпа Варвара Николаевна питĕ харсăр та ĕçчен çынсем пулнă. Хăйсене нумай вĕренме май килмен пулин те, ачисене пĕлÿ парас тесе тăрăшнă вĕсем. Витя, Гриша, Петрпа Клава вăрçă пуçланиччен нимле йывăрлăх та туйман, ытлă-çитлĕ пурăннă. 1941 çулхи сентябрьте çемье пуçне фронта ăсатнă. Ачасенчен аслин, Витьăн, амăшĕн тĕрекĕ пулма тивнĕ. Гришăпа Петя та пĕчĕкренех ĕçе кÿлĕннĕ, тăван хуçалăха мĕн чухлĕ те пулин пулăшас тенĕ, унсăр пуçне, çăкăр ĕçлесе илмелле пулнă. Арçын ачасем лашасемпе, вăкăрсемпе сухана çÿренĕ, кĕлте турттарнă, вăй çитекен ĕçе пурне те хутшăннă.

«Анне вырăсла та лайăх пуплетчĕ. Пирĕн яла эвакуаципе килнисем чылаййăнччĕ. Ун чухне вырăсла пурте пĕлмен, çавăнпа аннен куçарса пама тиветчĕ»,— аса илет ветеран.

Василий Ларионович виçĕ çул ытла малти линире тăшманпа çапăçнă. Анчах Польша патĕнче вăл кăкăртан вăйлă аманнă. Чылай вăхăт тĕрлĕ госпитальте сипленнĕ хыççăн ар çынна килне янă. Сусăрланса, сывлăхне хавшатса таврăнсан та арăмĕ, ачисем савăнса кĕтсе илнĕ ăна. Хаяр вăрçă çулĕсенче никама та çăмăл пулман, нуша, терт кашнинех пырса тивнĕ. Тĕрĕс-тĕкел ăсатса янă çывăх çыннисене пурте çĕнтерÿпе кĕтсе илме ĕмĕтленнĕ. Анчах чылайăшĕ çапăçу хирĕнчен хура хутсем илнĕ.

Яла таврăнсан Ваçилине ферма заведующине лартаççĕ. Виктор ун чухне Аслă Чурачăк вăтам шкулне 8-мĕш класа каять. Вăтам пĕлÿ илесси пулмасть ун, 1946 çулхи хĕлле ашшĕ, суранĕсене пула, çĕре кĕрет. Çемье пуçĕн хĕрĕх кунне асăннă чухне ашшĕ вăрçăран таврăнсан çуралнă Раиса та вилет. Витя малтан ашшĕ вырăнĕнче ферма заведующийĕнче, кайран уй-хир бригадирĕнче, кладовщикра тăрăшать. 1950—1953 çулсенче вăл Волоколамскра сывлăшран тапăнасран хÿтĕлекен çарсенче службăра тăрать. Мăшăрĕ вилнĕ хыççăн хавшаса юлнă Варвара Николаевна та чирлекелесех тăрать. Шел, аслă ывăлне çартан кĕтсе илеймест вăл. «Çĕр варринче штабран пырса мана киле кайма отпуск билетне тата ытти документсем парса чукун çул вокзалне леçсе ячĕç. Мĕншĕн каймаллине нимĕн каламасăрах ăнлантăм — куççульпех йĕме пуçларăм. Райцентрта çуллен пулакан ĕçпе юрă уявĕ пырать. Эп çитнĕ çĕре анне вилни виççĕмĕш кун, шăрăх тăрать. Поездпа килнĕ чухне çул тăршшĕпех пĕр куç хупмасăр йĕрсе пынипе пуль, киле çитсен шăллăмсем, йăмăк, тăвансем умĕнче пĕр тумлам куççуль те кăлармарăм. Атте вăтăр çиччĕре, анне хĕрĕх тăваттăра лайăх пурнăç кураймасăрах куçне хупрĕç»,— аса илÿри çак йĕркесене çÿçенмесĕр, куççульсĕр вулама та çук.

Яла таврăнсан ĕнерхи салтака каллех уй-хир бригадирне лартнă. 1954 çулхи февральте вара колхоз председателĕн заместителĕ пулма шаннă. Çав çулхи январьте Виктор çемье çавăрнă. Арăм тума Çĕнĕ Мăрат лесничествинче лесничин пулăшаканĕнче ĕçлекен Линăна суйласа илнĕ. Çамрăк мăшăр тĕп килтен уйрăлса тухса çĕнĕ çурт лартать, йыш та хушăнма пуçлать. Лина Якимовна, упăшкине малалла вĕрентес шутпа, унăн докуменчĕсене хăйне систермесĕрех Шупашкарти электромеханика техникумне ярса парать. «5» паллăсем кăна пулнипе В.Басникова пĕр экзаменсăрах илеççĕ унта. Дипломлă специалиста направленипе Саратов облаçне ĕçлеме янă. Чунĕ тăван еннех, юратнă мăшăрĕ, ачисем патнех туртать Викторăн. Чăваш çынни çурт-йĕрне хăтлă тума, йĕри-тавра карта-хуралтă çавăрма хăнăхнă. Çак ĕçсене пурнăçлама укçа-тенкĕ пултăр тесе çемье пуçĕ Казахстана икĕ çуллăха тухса каять. Тургай облаçĕнче вăл строительсен бригадине ертсе пырать. 1962—1970 çулсенче «Заря» колхозра завхозра, председатель çумĕнче тăрăшать. Яваплăх туйăмĕ пысăк пулнине кура ар çынна хăрушсăрлăх техникин инженерĕ, юсав мастерскойĕн заведующийĕ пулма та шанаççĕ. 1971 çултан пуçласа пенсие кайичченех тăван хуçалăхра пуçламăш парти организацине ертсе пырать. Вăл вăхăтра «Заря» хуçалăх тăватă яла пĕрлештерсе тăратчĕ, çавăнпа парторгăн ĕçĕ те пайтах пулнă. Тÿрĕ чунпа ĕçленĕшĕн тем тĕрлĕ наградăна та тивĕçнĕ В.Басников. Дипломсемпе Хисеп грамотисене, медальсене, кăкăр çине çакмалли паллăсене питĕ тирпейлĕ упрать ветеран. Çапах уншăн чи хакли — «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль.

Лина Якимовнăпа Виктор Васильевич çут тĕнчене икĕ ывăлпа икĕ хĕр парнеленĕ. Хĕрĕсене, Татьянăпа Людмилăна, районта пĕлмен çын та çук пуль. Татьяна Викторовна — район больницин врачĕ, çынсен сывлăхне ультрасаслă аппаратсемпе тĕпчет. Людмила Викторовна вара нумай çул районти 41-мĕш номерлĕ аптека директорĕнче вăй хурать. Алик геолог профессине суйласа илнĕ. Шел, темиçе çул каялла тепĕр ывăлĕ, Славик, пурнăçран сарăмсăр уйрăлчĕ. Ачисем, мăнукĕсем юратаççĕ, хисеплеççĕ ватăсене, çывăх çыннисем патне тăтăшах килсе тăраççĕ.

Вăрăм пурнăç çулне утса тухнă, анлă тавра курăмлă, пысăк опытлă çынсемпе калаçса ларма яланах кăсăклă. Вĕри чей ĕçнĕ май Басниковсемпе темĕн çинчен те аса илме, сÿтсе явма ĕлкĕртĕмĕр. Виктор Васильевичăн сăмахĕсенчен вăл паян та пурнăç таппинчен юлманни сисĕнет. Хаçат-журнал вуламан пĕр кун та иртмест унăн. «Каçал ен», «Хыпар» тата «Чебоксарская правда» хаçатсене кашни çулах илсе тăраççĕ. Виктор Васильевич Çĕнĕ Мăрат ялĕн, «Заря» хуçалăхăн историне çырса упраса хăварас тесе те пысăк ĕç турĕ. Вĕсене вăл пĕрчĕн-пĕрчĕн тĕрлĕ архивсенче ларса пуçтарнă («Каçал ен» хаçатра темиçе çул каялла пичетленĕччĕ). Паянхи çамрăксен шăпи, пурнăçри тÿнтерле пулăмсем питĕ пăшăрхантараççĕ ăна.

Юбилей кĕрекине ларакан ветерана манăн ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунас килет. Канăçа пĕлмен çынна канлĕ ватлăх сунни вара иртерех пулассăн туйăнать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика