АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçĕ-хĕлĕ курăмлă

17 июля 2010 г.

Районти техника инвентаризацийĕн бюровĕ (БТИ) хăйĕн ĕçне пуçăннăранпа вунă çул ытла иртрĕ. Пурăнмалли çурт-йĕре, куçман пурлăха шута илме тата инвентаризацилеме йĕркеленĕ ăна. Пĕрремĕш утăмсем тунă вăхăтра йывăрлăхĕ, чăрмавĕ чылай пулнă вара. Специалистсем, ĕç пÿлĕмĕсем çитмен. Муниципалитет унитари предприятийĕн ертÿçи Небиулла Сафиуллович Минуллин çак иртнĕ тапхăра халĕ ăшă кулăпа аса илет, мĕншĕн тесен паянхи кун лару-тăру аван, ĕçсем кал-кал пыраççĕ.

Хут ĕмĕрĕнче пурăнатпăр тенине халăхра час-часах илтетпĕр. Ача çут тĕнчене килсенех çурални çинчен свидетельство илет те, вара мĕн ĕмĕр тăршшĕпех пĕр документ çумне тепри хутшăнса пырать.

Çыннăн кăна мар, кил-çуртăн, çĕрĕн тата ытти пурлăхăн та хăйне евĕр кирлĕ хутсем пулмалла. Вĕсене сутса илес йĕркене пăхăнма саккун хăех çирĕп ыйтать. Çавăнпа та граждансен çаксене пĕлмелле.

2006 çулхи июнĕн 30-мĕшĕнче йышăннă «Россия Федерацийĕн саккун кăларакан хăш-пĕр акчĕсене граждансен куçман пурлăхăн уйрăм объек-чĕсене çăмăллатнă йĕркепе хăйсем çине çыртарас ыйтупа çыхăннă улшăнусем кĕртесси» 93 "-лĕ федераллă саккун çав çулхине сентябрĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕчĕ. Ăна йышăниччен шута илмен çĕр лаптăкĕ питĕ нумай пулнă. Вĕсем çинче строительство ĕçĕ çурт тăваканăн шутĕнчен пулса пынă.

Çĕрпе усă курма ирĕк паракан документсенче пĕтĕмпех уçăмлă пулман. Хăш-пĕр чухне куçман пурлăха шута илме (регистраци тума) суд çеç пулăшма пултарнă.

Çÿлерех асăннă саккун çак проблемăсене пĕтерме май пачĕ. Пурăнмалли çурт объек-чĕсене граждансем çăмăллатнă йĕркепе хăйсем çине çыртарас тесен кадастр паспорчĕ кирлĕ. Ăна вара районти техника инвентаризацийĕн бюровĕ туса хатĕрлет.

Çак 93 "-ФЗ йышăниччен районта пурăнакансен çурт-йĕрне 15 процент çеç инвентаризациленĕ пулсан, халĕ çак кăтарту (июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне) — 62 процент.

Уйрăммăн илес пулсан, ку енĕпе Чĕчкен (79 процент), Хырхĕрри (74 процент), Асанкасси (73 процент), Элпуç (72 процент) ял поселенийĕсенчи çынсем хастар пулни курăнать. Куçман пурлăха инвентаризацилессипе Кайнлăк (50 процент), Шурут (52 процент) тăрăхĕсенче начартарах ĕçлеççĕ.

Районĕпе хальлĕхе инвентаризацилемелли çурт-йĕр 38 процентпа танлашать (3319 хуçа-лăх). Çак ĕçе çынсен васкасах, çитес вăхăтрах, тумалла. Унсăрăн тĕрлĕрен чăрмав тухса тăма пултарать. Вĕсенчен пĕри — пропискăна тăратманни.

Техника инвентаризацийĕн бюровĕ муниципалитетăн мĕн пур объектне, çав шутра шкулсене, ача сачĕсене, культура учрежденийĕсене инвентаризацилесе пĕтернĕ. Предприятисемпе оганизацисен, райпо тытăмĕн, çавăн пекех уйрăм çынсен лавккисен паспортсем пур. Çут çанталăк газĕн сечĕн тата районти автомобиль çулĕсен документацийĕпе те чылай ларма тивнĕ. Ку яхăн шыв управĕсене, пĕвесене шута илсе тирпейлессипе те БТИ ĕçченĕсем тимлеççĕ. Унта тăрăшакансемшĕн ăнăçлă ĕçлеме лайăх майсем пур. Халĕ рулетка тытса çÿремелли, линейка-кăранташпа шурă хут çине ÿкермелли вăхăт иртнĕ. Кашнин аллинче лазер виçи, цифрăллă фотоаппарат. Ĕç вырăнĕнче — çĕнĕ йышши компьютерсем, хальхи оргтехника.

Районта пурăнакан кашни çынна техника инвентаризацийĕн бюровĕнче хапăлласа кĕтсе илеççĕ, мĕн ыйтнине вăхăтра туса параççĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика