АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нĕркеç урамне те уяв çитрĕ

14 июля 2010 г.

Иртнĕ шăматкун, июлĕн 10-мĕшĕнче, Нĕркеç ялĕнче пурăнакансемшĕн чăннипех те пысăк уяв пулчĕ. Кунта модернизациленĕ хыççăн ялти Культура çуртне савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Районта паянлăха кунашкал учрежденисем виççĕ çеç-ха. Хĕпĕртемелли тепĕр сăлтав — клуб патне пыракан урамри çула асфальт сарни. Халь ял çыннисем кĕрхи-çурхи йĕпе-сапаллă çанталăкра пылчăк çăрса, машина тĕртсе нушаланмĕç ĕнтĕ. Ку объектсенче «Комсомольскинчи юсавпа строительство участокĕ» тата «Стройсервис» обществăсен рабочийĕсем вăй хунă.

Пирваях нĕркеçсем Культура çурчĕ умĕнче вăййа тухрĕç. Чăваш тĕрриллĕ кĕпесем тăхăннă вăй питти çамрăксем, çулланнă хĕрарăмсемпе ачасем те карталанса юрларĕç, тапăртатса ташларĕç. Кăпăклă сăра шăрăх çанталăкра ăш хыпнине ирттерме чухах пулчĕ. Асфальтлă çула тата Культура çуртне Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн пуçлăхĕпе Геннадий Ефремовпа «Стройсервис» ООО директорĕ Фанис Рахимзянов, район администрацийĕн культура пайĕн заведующийĕ Василий Васильев хăю касса уçрĕç. Район тата Хирти Сĕнтĕр ял поселенийĕн администрацийĕсен, культура пайĕн тата вырăнти культработниксен пĕрлехи килĕшÿллĕ ĕçне пула тĕпрен юсаса çĕнетнĕ клуб çурчĕ палламалла мар улшăннă. Халь кунта çутă, хăтлă, тирпейлĕ. Сцена та илемлĕ «тум» тăхăннă. Ялти артистсем çинчи çĕнĕ кĕпесем те ятарласа çĕлетнĕскерсем. Паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен аппаратурăна, çутă техникине те «Чăваш Республикинчи ялти культура учрежденийĕсене аталантарас енĕпе пурнăçламалли мерăсем çинчен» Указпа килĕшÿллĕн тивĕçнĕ.

Район администрацийĕн управляющийĕ Юрий Скворцов, культура пайĕн заведующийĕ Василий Васильев çак учреждени ял çыннисемшĕн чăннипех те ялкăшакан культура вучахĕ пуласса шаннине пĕлтерчĕç, парнесем пачĕç. Ял çыннисем те парăмра юлмарĕç, художество пултарулăх коллективĕ питĕ чаплă концерт кăтартрĕ. Нĕркеçсемпе пĕрле савăнма Елчĕк районĕнчи ĕçтешĕсем те килсе çитнĕ. Вĕсен тĕп парни, паллах, — илемлĕ юрă-ташă.

Нумаях пулмасть Раççей çыннисем Çемье, юратупа шанчăклăх кунне паллă турĕç. Пирĕн районта та алла-аллăн çур ĕмĕр ытла утса тухнă мăшăрсем йышлă. Вĕсенчен пĕрисем —Хирти Сĕнтĕр ялĕнчи Салминсем. Анфиса Кирилловнăпа Иван Яковлевич çемье чăмăртанăранпа 63 çул иртнĕ. Çавна май вĕсем Раççей Федерацийĕнчи Çемье, юратупа шанчăклăх кунне ирттерекен йĕркелÿ комитечĕн «Юратупа шанчăклăхшăн» медальне тивĕçнĕ. Сумлă та хисеплĕ мăшăра çак наградăна районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Ираида Никитина пачĕ, ăшшăн саламласа ырлăх-сывлăх сунчĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика