14 июля 2010 г.
Шупашкарта 2009 çулта пичетленсе тухнă «Комсомольски районĕн энциклопедине» пăхнă май Юнтапа ялĕнче çуралса ÿснĕ Скворцов хушаматлă çынсемпе интереслентĕм. Ялĕ вăл пысăках мар, анчах ĕçчен те пултаруллă халăх пурăнать кунта.
Вячеслав Васильевич Скворцов хăй çинчен калаçма юратманни тÿрех сисĕнет. Тивĕçлĕ канăва анчахрах тухнăскер, çамрăк пек вăр-вар çÿрет, сăн-питрен яка, кăмăлĕпе вашават. Хăйĕн ĕç стажне тăван «Урожай» колхозра пуçланă. Пурнăç çулĕпе утнăçемĕн ăна ял халăхĕ бригадир, колхозри комсомол, партком секретарĕ, Шурут ял Совечĕн председателĕ пулма шаннă. Ÿсĕм çулĕпе пыма Вячеслав Васильевича хăйĕн тăрăшулăхĕпе ĕçченлĕхĕ çеç мар, мăшăрĕ Галина Степановна нумай хавхалантарнă. Çавăнпах пулĕ çулланнă арçын 40 çул пĕрле пурăнакан мăшăрĕ çинчен ăшшăн сăмахлать.
Галина, Йÿç Шăхаль хĕрĕ, Канашри медицина училищине вĕренсе пĕтернĕ хыççăн ĕмĕрĕпех сывлăх хуралĕнче вăй хурать. Шурут участок больници уншăн иккĕмĕш кил пулса тăнă. Кунта вăл 1971—2005 çулсенче ырми-канми тăрăшать. Аслă медсестра ĕçне пысăк яваплăхпа туса пырать. Чирлисемшĕн вăл — вырăнти тухтăр, васкавлă пулăшу параканĕ. Кÿршĕ-аршă, ял-йыш кирек хăш вăхăтра пырса чĕнсен те чирлĕ çын патне васканă. Халĕ те çаплах. Çавăнпах Галина Степановнăна пурте хисеплеççĕ, çулсем иртсен те ун ячĕпе тав сăмахĕсем килсех тăраççĕ.
2005 çултанпа Г.С.Скворцова — Шурутри ваттисен çурчĕн заведующийĕ. Алена Ивановăпа, Алена Голубевăпа пĕрле туслăн, килĕштерсе ĕçлеççĕ. Хÿтлĕхсĕр тăрса юлнă 9 ватă çынна пăхаççĕ вĕсем. Кашнин хăйĕн кун-çулĕ, инкек-синкекĕ, савăнăçĕ-хуйхи. Пуринпе те калаçмалла, ăшă сăмах тупмалла. Галина Степановна ваттисен çуртĕнче пурăнакансемшĕн — аслă пуçлăх та, юратнă хĕр те, шанчăклă юлташ та.
Шур халатлă хĕрарăм, çынна хĕрхенме пĕлекен Галина — Россия Федерацийĕн хисеплĕ донорĕ. Йывăр вăхăтра, операци сĕтелĕ çинче выртакана е суранланса юн нумай çухатнă çынна вилĕмрен çăлса хăварма мĕн кирлине медицина ĕçченĕсем питĕ лайăх пĕлеççĕ. Çавăн пек самантра кашни грамм юн питĕ хаклă. Г.С.Скворцова ăсталăхĕпе, ăшă сăмахĕсемпе, чун-чĕрипе чирлĕ çыншăн тăрăшать. Халăхра ырă ят ахальтен çÿремест ун пирки. Хисеп хучĕсем вара нумай. Мĕнле пулсан та, халăх хисеплени чуна çывăхрах. Чăваш хĕрарăмĕ ĕçре кăна мар, кил хуçалăхра та маттур. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, тĕрлĕ çимĕç ÿсекен пахча, хăтлă кил-çурт тирпейĕпе илемĕ те унăн ĕçчен аллинчен нумай килет. Пурне те ĕлкĕрет Галина Степановна. Юрă-кĕвĕпе питĕ туслă вăл. Илемлĕ сассипе кану каçĕсенче, уявсенче çывăх çыннисене, ял-йыша савăнтарать.
Мăшăрĕпе, Вячеслав Васильевичпа, питĕ килĕштерсе пурăнаççĕ. «Çÿпçипе хупăлчи» теççĕ ун пеккисене халăхра. Килĕшÿллĕ мăшăр ылтăн туя çакăн пек хавхаланупа, çĕкле-нÿлĕхпе кĕтсе илес шанчăкпа пурăнать.
Источник: "Каçал Ен"