АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял уявĕ хавхалану кÿтĕр

14 июля 2010 г.

Юлашки çулсенче районта ял уявĕсене паллă тăвасси анлă сарăлчĕ. Паллах, çĕр ĕçченĕ ĕçленипе çеç пурăнаймасть, хĕрÿ вырма тапхăрĕ умĕн кăмăла çĕклентерме, вăй-хал пухма пĕрле пуçтарăнса савăнни питĕ аван. Акă иртнĕ кунсенче Хирти Выçли, Çĕнĕ Сĕнтĕр, Вăрманхĕрри Чурачăк, Анат Тимĕрчкасси ялĕсенче пурăнакансем уяв ирттерчĕç.

Тимĕрчкассисем халичченхи пек Питрав кунĕнче мар (вăл тунти куна лекнипе), пĕр кун маларах, июлĕн 11-мĕшĕнче, шкул çумĕнчи лапама пуçтарăнчĕç. Район тата Тукай ял поселенийĕн пуçлăхĕсем Геннадий Волковпа Петр Муллин, «Кĕтне» ентешлĕх председателĕ Александр Капитонов, «Нива» агрофирма ертÿçи Николай Перьев тата ыттисем пухăннисене уяв ячĕпе саламласа хавас кăмăл, çирĕп сывлăхпа ăнăçу сунчĕç. «Луч» ял хуçалăх производство кооперативĕн председателĕ Николай Иванов хуçалăх ĕçченĕсене укçан преми парса хавхалантарчĕ.

Уяв концерчĕн программи пуян та анлă пулчĕ. Шупашкартан килнĕ эстрада юрăçисем Сергей Павлов, Елена Иовлева, Сергей Петров, Светлана Яковлева тата ыттисем савăк юрă-çемĕпе ял çыннисемпе хăнасен кăмăлĕсене çĕклентерчĕç. Кунта çуралса ÿснĕ Ольгăпа Михаил Луковсем, Оксана Ласточкина та сцена çине тухрĕç çак кун.

Спорт мероприятийĕсем куракансене уйрăмах йышлă пуçтарчĕç. Хĕрарăмсем кĕвентепе тулли шыв витрисем йăтса чупрĕç. Спорт кавирĕ çинче ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем хĕрÿ тупăшрĕç, ар çынсем футболла выляса мала тухассишĕн ăмăртрĕç.

Суту-илÿ ĕçченĕсем пухăннисене тĕрлĕ тавар сĕнчĕç. Çанталăк шăрăх тăнипе шывран тата пылак пăртан нумай сутăнаканни мĕн пулчĕ-ши тата çак кун?

Ял уявĕ таврана каç сĕмĕ çапсан çеç фейерверкпа вĕçленчĕ. Кăмăлтан каннă хыççăн ĕçе çĕнĕрен пуçăнма та аван-çке.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика