АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăлана кĕнĕ семинар иртрĕ

14 июля 2010 г.

«Слава картофелю» агрофирма 2001 çултанпа ăнăçлă ĕçлесе Чăваш Енре çеç мар, ытти регионсенче те ырă ята тивĕçнĕ.

Çак хушăра çĕр улми лаптăкне 39 гектартан 680 гектара çитерсе вăтам тухăç 390 центнерпа танлашнă. Хальхи вăхăтра кунта унăн 28 çĕнĕ сорчĕпе ĕçлеççĕ.

Хуçалăхсем, фермерсем, ял çыннисем «жуковский ранний», «удача», «романо», «пикассо», «импала» ятлисене уйрăмах ырлаççĕ. Чăваш çĕрĕнче лартса ÿстернĕ çимĕçе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче хапăлласа туянаççĕ.

Утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче «Слава картофелю» агрофирмăра «Уй-хир кунĕ» иртрĕ. Чĕннĕ хăнасем Владимир, Липецк, Чул хула, Самара, Ульяновск, Киров облаçĕсенчен çеç мар, Мари Эл, Удмурти республикисенчен чылаййăн килсе çитрĕç. Семинара хутшăнакансене саламласа ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.В.Игнатьев çапла каларĕ:

— Паянхи куна илес пулсассăн, пирĕн çĕр-шыври 14 регионта чрезвычайлă лару-тăру пулни çинчен эсир пурте пĕлетĕр ĕнтĕ. Шăрăха пула çут çанталăк йывăрлăха кĕрсе ÿкрĕ. Ял хуçалăхĕ мĕнлерех тăкак тÿсни куç умĕнчех. Çавăнпа та халĕ пирĕн пĕр тĕллев — мĕн акса-лартса хăварнине пуçтарса кĕртесси. Чăрмавсене пăхмасăрах эсир кунта килнĕшĕн эпир питĕ хавас. Паянхи семинар пуриншĕн те усăллă пуласса шанатăп.

Çавăн пекех район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, «АСК» ООО тĕп директорĕ Х.С.Идиатуллин, ЧР çĕр улми туса илекенсен ассоциацийĕн председателĕ А.П.Капитонов район ĕçĕ-хĕлĕпе, агрофирма тĕллевĕсемпе кĕскен паллаштарчĕç. Семинара уçнă хыççăн тÿрех практика пайĕ пуçланчĕ. Хăнасем çĕр улми пуссисене çитсе курчĕç. Тип-тикĕс те ем-ешĕл курăнакан йăрансем çине куç илмесĕр пăхас килет. Анчах тÿперен ним шелсĕр хĕртекен хĕвел çынсене уйра нумай тăратасшăн мар. Çак самантра пурин те пĕр шухăш çеç пулчĕ: «Эх, çумăр çутăрччĕ халĕ! Çĕр улмин тухăçĕ вара савăнтармаллипех савăнтарĕччĕ!»

Йăлмахва ялĕнче «иккĕмĕш çăкăра» упрамалли паянхи куна тивĕçтерекен, çĕнĕ технологипе усă курса хатĕрленĕ хранилищĕне кĕрсен тухас килмест. Пĕр енчен — шап-шурă та тап-таса, тепĕр енчен — сулхăн та уçă сывлăш. Çĕр улми туса илессипе ĕçлекен фермерсем, хуçалăх ертÿçисем, наука çыннисем нумаях пулмасть хута янă пахча çимĕç упрамалли складпа чылайччен кăсăкланчĕç. Кунта агрегатсем, холодильник камерисем пирки нумай ыйту пулчĕ.

Семинар ĕçĕ агрофирма правленийĕн конференци залĕнче малалла тăсăлчĕ. Çĕр улмине ăнăçлă туса илес тесен пĕтĕм агротехникăна шута илмелле. Вăхăтра апатлантармалла, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран кирлĕ препаратсем сапмалла. Ăна тĕрĕс упрама та пĕлмелле. Çак ыйтусем пирки Л.А.Дорожкина профессор, «Сингента» ООО специалисчĕ Т.А.Доренко, Д.С.Сапунков инженер, М.О.Погасий менеджер тухса калаçрĕç. «Слава картофелю» агрофирма мĕн тунипе çеç çырлахмасть. 2012 çул тĕлне çĕр улмин лаптăкне 1500 гектара çитерме палăртаççĕ кунта. «Иккĕмĕш çăкăра» малашне Комсомольскинче уçăлнă цехра тирпейлесе фасовка тума хатĕрри те — пысăк ÿсĕмĕн пĕр пайĕ. «Уй-хир кунĕнче» семинар тухăçлă ĕçлерĕ.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика