14 июля 2010 г.
Паянхи ватăсем хăйсен çамрăклăхне манмаççĕ. Алла-аллăн тытăнса юрланă чухне, ташă картине тăрса тапăртатса ташланине пăхсан вĕсене асанне-кукамай тесе те калаймăн.
Чăннипех те чун каниччен савăнчĕç Аслă Чурачăкри социаллă культура центрĕ умĕнчи çынсем. Вĕсем ятарласа чăваш халăх тумне тăхăнса тухнă.
Пĕрремĕш çул иртмест ку уяв. Культура ĕçченĕсем Е.Шуряшкина, Е.Просвирнова, Т.Макарова, С.Просвирнов çулсеренех йĕркелеççĕ ăна. Ватăсем хăйсем те çак уява паллакансене, пĕлĕшĕсене йыхравлаççĕ. Лидия Лукиянова, Валентина Зубова, Галина Ефремова, Мария Лукиянова, Юлия Чернова тата ыттисем те вăйă картине тăрсан çамрăклансах каяççĕ. Вĕсенчен хальхи ăру тĕслĕх илсе пырать. Вăйăра пĕр-икĕ çын çеç пулмалла мар-çке. Пурин те хутшăнмалла. Çапах та çÿлерех асăннă çынсем вăййăн сăнне кĕртрĕç. Юрларĕç те, ташларĕç те. Районти искусство шкулĕн ялти филиалĕн «Тевет» фольклор ушкăнне çÿрекенсене илсе тухнă пулсан лайăхрах пулĕччĕ. Хăйсен кукамăшĕсемпе асламăшĕсенчен çак йăла-йĕркене вĕренсе юлĕччĕç.
Источник: "Каçал Ен"