14 июля 2010 г.
Тыр-пул уйĕсем пулса çитмесĕрех сарăхса ларнă, çĕр улми авăрĕсем пуçĕсене уснă, нумай çул ÿсекен курăксем вăй илеймеççĕ. Тăрсан-тăрсан йĕпетсе каякан çумăрăн витĕмĕ çук. ЧР Ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев радиопа пĕлтернĕ тăрăх, çумăр çумасан кая юлса пулакан çĕр улмисем пысăкланаймаççĕ. Республикăра темиçе хуçалăхра вырмана тухнă. Вăл шутра пирĕн районта та. «Слава» ЯХПК викăна вăрлăхлăх çулать. «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ сĕлĕ хирĕнче ĕçлет. «Урожай» колхозра, «Золотой колосра» та комбайнсем ĕçлеççĕ. «Рассвет» ял хуçалăх кооперативĕнче пăрçана пуçтарса кĕртес ĕç пырать. Кунта кашни гектар пуçне тухăç 10 центнерпа танлашать. Республикăра ку кăтарту тата та пĕчĕкрех.
Типсе сарăхса кайнă çурхи тырра сенажа яраççĕ.
ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ял хуçалăх министрĕ Михаил Игнатьев каланă тăрăх, республикăра çĕр улмин ир пулакан сорчĕсене пухса кĕртеççĕ, паянхи кун тĕлне гектар тухăçĕ 120 центнерпа танлашать. «Каярах пулакан сортсем ÿсеççĕ çеç-ха, лайăх тухăç илме çитес икĕ эрнере çумăр çуни кирлĕ»,— палăртнă Михаил Игнатьев.
Республикăн агропромышленность комплексĕнчи лару-тăру çивĕчленнине пула Раççей Ял хуçалăх министерствине пулăшма ыйтса çырусем янă. Михаил Игнатьев 400—450 млн тенкĕлĕх çăмăллăх кредита республика бюджечĕ шучĕпе субсидилеме май пурри çинчен пĕлтернĕ.
Президент Çĕпĕрте тырă туса илекенсемпе çыхăнусене çĕнĕрен йĕркелеме, килĕштерсе ĕçлеме кирлине аса илтернĕ. Николай Федоров çак регионсене кайма, хушма килĕшÿсемпе контрактсем тăвас ыйтупа ĕçлеме хушнă
Источник: "Каçал Ен"