10 июля 2010 г.
Хальхи вăхăтра районта пурĕ 22 шкулпа 6 муниципаллă ача сачĕ ĕçлет. Çитес вĕренÿ çулне Урмаелĕнчи пуçламăш шкулпа Эткер ялĕнчи Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулăн филиалне хупма палăртнă. Вĕренекенсен шучĕ сентябрĕн
1-мĕшĕ тĕлне — 3340 ача. Иртнĕ çулпа танлаштарсан, парта хушшине кăçал 80 вĕренекен ытларах ларать.
Ачасем пысăк та çутă, хăтлă та ăшă классенче вĕренччĕр тесе шкул директорĕсем, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕ юсав ĕçĕсене пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче уйрăмах Нĕркеç тата Комсомольски
1-мĕш вăтам шкулĕсенче хĕрÿ тапхăр пырать. Асăннă вĕрентÿ учрежденийĕсем валли пурĕ 3525 пин тенкĕ уйăрнă. Кунсăр пуçне пушар хăрушсăрлăхĕпе çыхăннă ĕçсем тĕлĕшпе те сахал мар тăрăшатпăр. Акă, сăмахран, район центрĕнчи 1-мĕш вăтам шкулта 98471 тенкĕлĕх çĕнĕ автоматлă сигнализаци вырнаçтарнă. Александровка (150 пин тенкĕлĕх), Тăманлă Выçли (110 пин тенкĕлĕх), Хырхĕрри (90 пин тенкĕлĕх) электропроводасене çĕннисемпе улăштарнă. 2010 çул вĕçнелле 8 шкулпа ача садĕнче громоотводсем лартса пĕтерме плана кĕртнĕ. Терроризм ыйтăвĕ пирĕн çĕр-шывра кăна мар, пĕтĕм тĕнчере питĕ çивĕч тăрать. Çавăнпа та кун çинчен те манма юрамасть. Ку тĕлĕшпе пур шкулта та хăрушсăрлăх паспорчĕсене хатĕрлесе çитернĕ. Пушар хăрушсăрлăхĕн декларацийĕсем пурин те пур. Район центрĕнчи икĕ шкулта тата 1 ача садĕнче милицие хăвăрт чĕнсе илмелли кнопка вырнаçтарнă. Пур вĕрентÿ учрежденийĕнче те талăкĕпех дежурство йĕркеленĕ, пропусклă йĕркене вăйлатнă.
Çамрăк ăрăвăн сывлăхĕшĕн тăрăшасси те пирĕн тивĕçех. Санитарипе эпидемиологи, гигиенăпа медицина тĕлĕшĕпе палăрмаллах пысăк ĕçсем турăмăр. Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулăн çи виттине 98 пин тенкĕлĕх юсанă. Чĕчкен, Александровка тĕп шкулĕсем çумĕнче пĕчĕккисем валли кĕске вăхăтлăх пулма çĕнĕ уйрăм пÿлĕмсем хута янă. Ку тĕлĕшпе çур миллион тенкĕ укçа тăкакланă. Çĕнĕ Шăхранра вара шыв пăрăхĕпе канализаци (38 пин тенкĕлĕх) хывнă.
Шкулсене вĕрентÿпе воспитани ĕçне туса пыма ирĕк паракан документ — лицензи — илес тесен тепĕр çĕнĕлĕх кĕртнине асăрхатпăр. Вăл пĕтĕм шкулта медицина кабинечĕ пулмаллине палăртать. Çавăнпа та ку енĕпе ĕçсем начар мар пыраççĕ. 19 шкулта медкабинетсем йĕркеленĕ те ĕнтĕ. Медицина оборудованийĕпе инструментсем илме 771 пин тенкĕ тăкакларăмăр. Ача сачĕсенчи çакăн пек 3 пÿлĕм валли 110,3 пин тенкĕ уйăрнă.
Урмаел вăтам шкулĕнче 3 çĕнĕ газ котелĕ пулсан, хиртиявăшсемпе çĕнĕмăратсен — пĕрер. Киввисене çĕннисемпе улăштарасси малалла пырать. Комсомольскинчи 2-мĕш вăтам шкулта газпа хутса ăшăтакан çĕнĕ котельнăй ĕçлеме пуçланине те каласа хăварас килет. Шкул ачисем пĕлÿ çуртне тулли кăмăлпа çÿресе, инкек-синкексĕр пурăнса, çирĕп сывлăхлă ÿссе чăн-чăн пурнăç çыннисем пулччăр тесе малашне те ырми-канми ĕçлес тĕллевлĕ эпир.
Шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне еплерех хатĕрленсе çитнине августăн 2—5-мĕшĕсенче палăртатпăр.
Источник: "Каçал Ен"