10 июля 2010 г.
РФ Пенси фончĕн районти управленийĕн начальникĕ З.В.Каринкина виçĕ çемьене ача амăшĕн капиталĕн сертификатне савăнăçлă лару-тăрура пачĕ. Ăна Маргарита Прокопьева (Асанкасси), Ольга Миронова (Çĕнĕ Каçал), Эльмира Валиуллова (Чĕчкен) тивĕç пулчĕç. Хăйсен ĕçченĕсене «Асаново» ЯХПК председателĕ А.Н.Бахтеров, райпон кадрсем енĕпе ĕçлекен начальникĕ Л.К.Кокшина саламларĕç, хаклă парнесемпе чысларĕç.
2007 çултанпа пирĕн районти 614 çемье сертификатлă пулчĕ. Вĕсенчен 65-шĕ унпа усă курма та ĕлкĕрнĕ. Патшалăх паракан пысăк пулăшупа ашшĕ-амăшĕ питĕ кăмăллă. Хăйсен кăмăлĕпе укçа-тенке ачисене пĕлÿ пама, пурăнмалли çурт-йĕр туянма е пулас пенсие хывма пултараççĕ.
Кăçалхи январьтен ача амăшĕн капиталĕн сертификатне 71 çемье алла илнĕ. Вĕсем те унпа вырăнлă усă курас тĕллевлĕ.
Источник: "Каçал Ен"