10 июля 2010 г.
Çанталăк ытла та шăрăх тăрать. Çуркунне акса-лартса хăварнă çимĕçсем аталанаймаççĕ. Çĕр-шыври Атăл çи регионĕсенчи темиçе республикăпа облаçра чрезвычайлă лару-тăру тесе пĕлтернĕ. Мĕн акни-лартни сарăхса, типсе пырать. Кая юлмасăр вĕсене пуçтарса илсе выльăх апатне ямасан, усăсăр пĕтме пултараççĕ. Çакă пирĕн районти хуçалăхсенчи уй-хир культурисене те пырса тивет.
Хăш-пĕр лаптăксене çулса сенажа янă-ха. Пучахĕсем тулнă тырăсене пуçтарса кĕртмеллех. Сахал-и, нумай-и, çитĕнтернĕ тыр-пула кĕлетсене кĕртмелле. Унччен вара «хир карапĕсене» ĕçе тухма хатĕрлесе çитермелле