10 июля 2010 г.
...Кунти почта уйрăмне чылай çул А.И.Абукин ертсе пынă. Вăл 1926 çулта Йăлмахва ялĕнче çуралса ÿснĕ. Çемйипе çак ялтах тĕпленнĕ.1966—1992 çулсенче почта уйрăмĕнче пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ. Александр Иванович хăйĕн ĕçне вăхăтра та пахалăхлă туса пынăшăн пĕр хутчен кăна мар Хисеп грамоти илме тивĕç пулнă. Йывăр чире пула вăл пирĕнтен уйрăлса кайнă пулсан та ял халăхĕ ăна паянхи кун та ырăпа кăна аса илет. А.Абукинăн мăшăрĕ те, Варвара Васильевна, 1951—1981 çулсенче почтальонкăра ĕçленĕ. Маттур та пултаруллă хĕрарăм 30 çул ытла çил-тăманра та, шартлама сивĕре те, йĕпе-сапара та вулакансем патне вăхăтра хаçат-журнал, çырусем çитерме тăрăшнă. Çавăнпа хисепленĕ те, хисеплет те ĕнтĕ ăна ял халăхĕ. Варвара Васильевнăн арчинче паянхи кун та Хисеп грамотисем тата Тав хучĕсем упранаççĕ. 80 çултан иртнĕ пулсан та ал усса лармасть ветеран. Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх усрать.
Унччен нумай çул почтальонкăра ĕçленĕ Р.М.Филиппова та паян тивĕçлĕ канура. Римма Васильевна тăтăшах почтăна килсе çÿрет, çамрăксене вырăнлă сĕнÿ-канаш парать. Çавăнпа ĕнтĕ ун пирки ял тăрăхĕнче ырă ят кăна çÿрет.
Паянхи кун Йăлмахва почта уйрăмне Вера Алексеевна Рыжова ертсе пырать. Унта ĕç тĕрлĕ енлĕ: хаçат-журнал çырăнтармалла, тавар сутмалла, пенси укçине те валеçмелле. Кунти ĕçченсем ума лартнă тĕллевсене яланах вăхăтра пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Н.Л.Крыловăпа В.Г.Абусева почтальонкăсем Хирти Мăнтăр тата Йăлмахва, Кайнлăк ялĕсенче хаçат-журнал валеçеççĕ. Сăмах май, Валентина Гурьевна — Варвара Васильевнăн ĕçне малалла тăсаканĕ, пĕр тăван йăмăкĕн хĕрĕ. «Кашни килтех «Каçал ен» тата ытти чăваш хаçа-чĕсене çырăнаççĕ ял çыннисем. Хуть мĕнле кăларăмри кăткăс статьяна та урамра пурăнакансем пухăнса сÿтсе яваççĕ. Ман территорире тивĕçлĕ канăва кайнă 160 çын, вĕсене вăхăтра пенсипе кăна мар, куллен кирлĕ таварсемпе те тивĕçтерме тăрăшатăп»,— пĕлтерчĕ мана В.Г.Абусева. Çапла, çăмăл мар вĕсен ĕçĕ, кашни çын кăмăллă пултăр тесен ырми-канми тăрăшмалла. Надежда Леонидовна Хирти Сĕнтĕр ялĕнче çуралса ÿснĕ. Почта тытăмĕнче 2004 çултанпа тăрăшать. Çак вăхăтра вăл ял çыннисемпе пĕр чĕлхе тупма та ĕлкĕрнĕ.
Ахальтен мар ĕнтĕ В.Г.Абусевăпа Н.Л. Крыловăна «Хыпар» хаçат редакцийĕ Тав хучĕсем парса чысланă. Ман шутпа, ĕçрен хăраман, ăна чунтан парăннă çынсем кăна почта тытăмĕнче нумай çул ĕçлеме пултараççĕ. Шăпах çавăн пек хастар ĕçченсем тăрăшаççĕ те ĕнтĕ Йăлмахва почта уйрăмĕнче.