АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Яланах вăхăтра çула тухаççĕ

10 июля 2010 г.

Комсомольски почта çыхăну уйрăмĕнче паянхи кун 15 çын вăй хурать. 9 почтальонка Комсомольскинче, Кĕçĕн Каçалта, Васильевкăра, Дубовкăра, Çĕнĕ Шăхранта, Виçпÿртре, Çĕнĕ Каçалта, Эткерте хаçат-журнал салатать, кулленхи кирлĕ таварпа тивĕçтерет, пенси валеçет, газшăн, электроэнергишĕн, телефоншăн тата ыттишĕн укçа пуçтарать.

Уяв умĕн Комсомольски почта уйрăмĕн начальникĕн ĕçĕсене туса пыракан А.А.Калашниковăпа тĕл пулса калаçрăм. Вăл почта тытăмĕнче 1991 çултанпа ĕçлет. 2007 çулччен – бухгалтерта, вăл вăхăтран паянхи кунччен – почта уйрăмĕн начальникĕн çумĕ. «Хуть мĕнле ертÿçе те чи малтанах цифра, статистика кăсăклантарать-çке. Паянхи кун Комсомольски ял поселенийĕн территорийĕнчи çынсене 2937 экземпляр хаçат-журналпа тивĕçтеретпĕр. Халĕ çынсем кирлĕ информацие Интернет урлă тупса вулама кăмăллаççĕ»,— тет Александра Александровна, пĕрремĕш çур çул кăтратăвĕсене пĕтĕмлетсе.

Коллективра пĕр-пĕрне ăнланса, хисеплесе ĕçлеççĕ вĕсем. Урăхла май та çук. Типĕ çанталăкра велосипед çине лараççĕ те кирлĕ çĕре вăхăтра çитме васкаççĕ. Шартлама сивĕ-и е çумăр çапса çăвать-и — почтальонсем тулли сумка çакса çула тухаççĕ.

Надежда Анатольевна Тимофеевăпа (Комсомольски ялĕ) Ольга Валерьевна Павлова (Дубовка, Васильевка ялĕсем) почтальонсем — чи пултаруллисен шутĕнче. Çавăнпа та вĕсем ял-йышра, коллективра чыс-хисепе тивĕçнĕ.

«Почтальон пулма çăмăл мар, унта ĕçе чунтан парăннă, йывăрлăхсенчен хăраман çынсем кăна вăй хума пултараççĕ. Акă, тĕслĕхрен, ик-виç çул хушшинче Комсомольски тĕп урамĕсенче хаçат-журнал валеçекенсем кăна 6 çын улшăнчĕ. Ĕçĕ яваплă пулин те, шалăвĕ пысăках мар. Çавăнпа та пĕр вырăнта тытăнса тăракансем сахал. Апла пулин те яланах асра тытатпăр: пире кашни килтех кĕтеççĕ»,— терĕ Александра Калашникова.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика