07 июля 2010 г.
Çав-çавах районта çумăр çумасть. Çур акинче акса хăварнă уй-хир культурисем сарăхса типсе пыраççĕ.
Паянхи кун ял хуçалăх предприятийĕсемшĕн, уйрăм хуçалăхсемшĕн те выльăх апачĕ хатĕрлемелли вăхăт. Анчах та нумай çул ÿсекен курăксем те, пĕр çулхисем те тухăçпа савăнтармаççĕ. Çакă, паллах, выльăх-чĕрлĕхе хĕл каçарас тĕлĕшпе йывăрлăхсем кăларса тăратать. Тырă туса илме акнă уй-хирсенчи культурăсене те сенажа яма тивет.
ЧР Ял хуçалăх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра сенаж валли уйăрнă лаптăксем çинчи симĕс масса гектартан 50 центнертан ытла мар тухать. Хăш-пĕр çĕрте унран та сахалрах. Кун пек чухне мĕн тумалла-ха. Йывăрлăхран мĕнле тухма тăрăшмалла.
ЧР Ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, юлнă выльăх апачĕсене шута илмелле. Пĕлтĕрхи тата ытти çулсенчен юлнă улăм урисене пуçтарса кĕртессине йĕркелемелле. Çу кунĕсенче те, хĕлле те выльăх-чĕрлĕх тутă пултăр тесе кирлĕ мерăсем йышăнмалла. Уй-хирте тухăç сахал. Çавăнпа та çарансенчи, çырма хĕррисенчи курăка та çулассине йĕркелесен вырăнлă.
Пĕр тăхтаса тăмасăр уй-хире тухса выльăх-чĕрлĕх апачлĕх культурăсем мĕнле çитĕннине пăхмалла, кĕске вăхăтра вĕсене пуçтарса илмелле.
Вăл е ку культурăна çулса кĕртнĕ хыççăн лаптăксенче дисклă сÿресемпе, культиваторсемпе ĕçлесе акмалăх çĕр ха-тĕрлемелле. Вĕсене пĕр çул ÿсекен тĕш-тырăпа е тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен хутăшне акса хăвармалла. Çулла тулă, урпа, сĕлĕ, пăри, судан курăкĕ е пăрçапа сĕлĕ, урпапа пăрçа, викăпа сĕлĕ хутăшĕсене çĕр айне хывса хăварни япăх мар тухăç панине специалистсем çирĕплетеççĕ.
Сентябрь, октябрь пуçламăшĕнче выльăх-чĕрлĕхе çитерме ыраш акни вырăнлă. Вăрлăх пулсан вĕсене кондицие çитермелле. ЧР «Продовольственный фонд» КУПăн 3000 тонна яхăн ыраш вăрлăхĕ пур.
Çанталăка пăхмасăрах çĕр хатĕрлемелли кĕр тыррисем акмалли техникăна юсаса çитермелле.
Выльăх-чĕрлĕх хĕл кунĕсенче выçă ан тăтăр, продуктивлăха палăрмаллах ан чакартăр. Çавăнпа та кирлĕ пĕтĕмлетÿсем, усăллă утăмсем тăвăр.
Источник: "Каçал Ен"