07 июля 2010 г.
Çак кунсенче район территорийĕнче йĕкĕлтемелле пек çумăр çуса кайрĕ-ха. Анчах та вăл культурăллă ÿсен-тăрансене нимĕнле усă та параймарĕ. Тусан пусарни çеç пулчĕ. Тырпул сарăхсах пырать. Хуçалăхсем вĕсене сенажа яма тăрăшаççĕ. Гектарсем, тоннăсем çинчен калаçма çук. Синоптиксем шăрăх çанталăк июлĕн çурри таранччен пырасси пирки пĕлтереççĕ. Ун хыççăн умăрсем пулмалла. Анчах ку та иккĕленÿллĕ: пулаççĕ е кĕске вăхăтлăх анчах. Хальлĕхе çĕр улми ешĕл, тен, июлĕн 15—16-мĕшĕсем хыççăн вăйлăрах çумăр пулĕ.
Паянхи кун республикăра, вăл шутра пирĕн районта та уй-хирсенче чрезвычайлă лару-тăру тесе пĕлтернĕ.
Источник: "Каçал Ен"