АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăпĕ – хамăрта

03 июля 2010 г.

Пĕр-пĕр уява е кану самантне пирĕнтен кашниех савăнăçлă та усăллă, асра юлмалла ирттерме тăрăшать. Илемлĕ те ăшă çу кунĕсенче çут çанталăкра, уçă сывлăшра тăвансемпе, юлташсемпе, ĕçтешсемпе пухăнса ларса шăкăл-шăкăл калаçнине мĕн çиттĕр; Çапла, çыннăн ĕçпе кăна пурăнмалли мар, канма та пĕлмелле. Анчах уявсем пирки çырасшăн мар-ха эпĕ. Вĕсем час-часах пулаççĕ, пире лайăх кăмăл-туйăм парнелеççĕ.

Уяв хыççăн юхан шыв, вăрман хĕрринче е уçланкинче тасамарлăх выртса юлнине пурте куратпăр. Çав йĕркесĕрлĕхе пĕтерес тесе ĕçсе-çисе ларнисем пĕр утăм та туманни питĕ пăшăрхантарать. Çÿп-çап айнех пулатпăр капла. Нивушлĕ халĕ те хамăр хыççăн пуçтармаллине вĕренсе çитейместпĕр; Аслисем йĕркене пăссан, кĕçĕннисенчен мĕн кĕтмелле? Çут çанталăка упрама çыннăн мĕн пĕчĕкрен вĕренсе пымалла-çке. Ÿссе çитсен — кая юлать. Йĕри-таврара тирпейлĕх, тасалăх çухалса пынин айăпĕ хамăртах. Экологишĕн кашни çын яваплă пулмалла.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика