03 июля 2010 г.
Ĕç паракансен «Халăха ĕçпе тивĕçтересси çинчен» федераллă саккуна лайăх пĕлмелле. Унăн 25-мĕш статйипе килĕшÿллĕн кашни уйăхрах пирĕн пата вакантлă ĕç вырăнĕсем (должноçсем) пурри çинчен информаци памалла. Енчен те сирĕн организаци тĕлĕшпе панкрут ыйтăвĕ тухса тăнă пулсан, кун çинчен те пĕлтермелле. Ĕçе инвалидсене илмелли квотăна тултарни çинчен те информаци тăратмалла.
Виçĕ уйăхран кая юлмасăр халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăн çывăх вăхăтра нумай çынна ĕç вырăнĕнчен кăларассине, икĕ уйăхран вĕсен списокне пĕлсе тăмалла.
Тулли мар ĕç кунĕ (смена) е ĕç эрни çине куçсан, производствăна чарса лартсан та çакăн çинчен йышăну кăларсан виçĕ ĕç кунĕ вăхăтĕнче ĕç параканăн çырса пирĕн пата пĕлтермелле.
Енчен те сведенисене халăха ĕçпе тивĕçтерекен службăна тăратмасан е кая юлса пĕлтерсен, саккун вĕсене административлă майпа явап тыттармалли çинчен пĕлтерет.
Источник: "Каçал Ен"