АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕн ĕненĕвĕ чăрмав мар

03 июля 2010 г.

Кĕркунне иртекен Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ пуриншĕн те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулмалла. Кашни гражданинăнах, мĕнле тĕне тытса пынине тата ыттине пăхмасăрах, унта хутшăнмалла. Вырăс православи чиркĕвĕ яланах халăх çыравне ирттерме пулăшса пынă. Унăн тĕллевĕсемпе халăха паллаштарнипе пĕрлех тĕн вĕренÿ заведенийĕсемпе мăнастирсенче хатĕрленÿ ĕçĕсем тăвассине йĕркелеççĕ. Çакна Мускав тата пĕтĕм Русь Патриархĕ Кирилл Ростат пуçлăхĕ Александр Суринов патне янă çыру та çирĕплетет.

Июнь уйăхĕнче Чăвашстат ертÿçи Эльвира Максимова Пĕтĕм Раççейри халăх çыравне хатĕрленессипе çыхăннă ыйтупа Варнава митрополитпа тĕл пулнă. Унта патшалăх влаçĕн органĕсемпе религи организацийĕсем пĕрлешсе ĕçлесси пирки калаçнă. Варнава митрополит патшалăхăн çак пĕлтерĕшлĕ ĕçне ырласа йышăннă. Вăл тĕне ĕненекен пур çынна та çырава хутшăнма чĕнсе каланă пулнă. Чиркÿсемпе мăнастирсем çумĕнче пурăнакансем те айккинче ан юлччăр тесе тăрăшасшăн.

 

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика