03 июля 2010 г.
Район хаçачĕн пĕрремĕш номерĕ кун çути курнăранпа 2011 çулхи февралĕн 8-мĕшĕнче 80 çул çитет. Вăл вăхăтра унта хаçат ĕçченĕсен, обществăлла корреспондентсен, литературăна юратакансен çĕршер статйипе ытти материалĕ пичетленсе тухнă. Вĕсене пурне те пĕрле пуçтарсан темиçе томлă кĕнекене те вырнаçмĕç.
Хаçатăмăр чи малтан Патăрьел районĕнче «Паянхи сас» ятпа кун çути курнă. 1931 çулта хальхи Комсомольски районĕ унта кĕнĕ. 1939 çултанпа, Комсомольски районне туса хурсан, «Октябрь ялавĕ» ятпа халăх патне çитнĕ. Коллективизаци хыççăнхи çулсенче колхозсем мĕнле лару-тăрура пулни, парти политики, уйрăм çынсем çинчен çырнă заметкăсемпе статьясене халăх юратса вуланă. Ял çыннисемшĕн вăл чăннипех те паха хыпарсем çитерекен «хăна» пулса тăнă.
Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçинче çĕнтерÿ тунăранпа кăçал 65 çул çитрĕ. Вăл вăхăтра район хаçачĕ фронтри лару-тăрупа, унта паттăрлăх кăтартнă ентешĕмĕрсемпе, тыл ĕçченĕсемпе паллаштарсах тăнă. Çавăнпах ăна ял çыннисем куç пек кĕтнĕ, унта çырнă хыпарсене сÿтсе явнă.
Вăрçă хыççăнхи çулсем йывăр пулнă. Юхăннă колхозсене çĕклеме тивнĕ. Фронтран аманса килнисем, тин çеç пĕве çитнĕ çамрăксем, пĕр сăмахпа каласан, пĕтĕм ял-йыш хуралтăсем çĕкленĕ, фермăсенче, уй-хирте ĕçленĕ. Вĕсенчи ĕç-хĕле пĕтĕмпех «Октябрь ялавĕ» хаçатăн корреспонденчĕсем çутатса тăнă.
Тепĕр чухне сарăхма пуçланă хаçат подшивкисене тытатăп та, сăмахпа каласа пама çук темĕнле туйăм тыткăнлать. Унта ĕçленĕ, хăйсен хайлавĕсене пичетленĕ çынсем халĕ пирĕн хушăра çук та-çке. Анчах та вĕсем çырнисем паянхи кун та, малашне те упранĕç. Хаçат — хăйне май архив та, энциклопеди те, истори кĕнеки те. Унăн страницисене уçкаласа пăхатăн та вуншар çул каялла пичетленнĕ сăн ÿкерчĕксене, палланă çынсем çинчен çырнă корреспонденцисемпе статьясене куратăн. Комсомольски районĕн энциклопедине хатĕрлекенсене те чылай пулăшу панă вăл.
«Октябрь ялавĕ» республика шайĕнче палăрнă çыравçăсене те çитĕнтернĕ. Вĕсем кунта малтанхи хайлавĕсене пичетленĕ. Лаврентий Таллеровпа Геннадий Уткин хаçатăн тĕп редакторĕнче ĕçленĕ. Вĕсем — нумай хайлав авторĕсем. Денис Гордеев та «Октябрь ялавĕнче» вăй хунă. Унăн произведенийĕсене халăх хапăлласа вулать. Виталий Шемекеев поэт сăввисемпе вуншар композитор юрă хайланă. Вăл хаçатăн яваплă секретарĕнче ĕçленĕ. Пирĕн район çынни мар пулин те, Геннадий Мальцев (вуншар хайлав авторĕ) хăй вăхăтĕнче районти ĕç-пуçпа паллаштарнă. Алексей Зайцевăн пьесисемпе лартнă спектакльсем республикăри çамрăксен театрĕн сцени çине тухаççĕ. «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕ А.Леонтьев, унтах ĕçлекен Г.Максимов, Н.Коновалов, ЧР Профсоюз организацийĕсен «Время» хаçачĕн редакторĕ В.Рыбкин та «Октябрь ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ, малашлăх валли ăс-хакăл туптанă.
Обществăлла корреспон-дентсем пирки сăмах хускатсан, кашнине уйрăммăн палăртса та пĕтереймĕн, питĕ йышлă вĕсем. Тĕрлĕ темăпа заметкăсем илсе килсе параççĕ, çырупа çырса яраççĕ.
Паянхи кун унчченхи «Октябрь ялавĕ» «Каçал ен» ятпа тухса тăрать. Ячĕ улшăннă пулин те, унта ĕçлекенсем, яланхи пекех, вулакансемшĕн интереслĕ материалсем хатĕрлеме тăрăшаççĕ.
ХУШСА КАЛАНИ: «Каçал ен» хаçатпа туслă çын нумай. Район тĕкĕрне 40—50 çул çырăнса илекенсем те пур. Обществăлла корреспондентсем, вулакансен хаçатăмăрпа çыхăннă интереслĕ самантсем те асрах пулĕ. 80 çулхи юбилей умĕн вĕсем пирки кĕскен те пулин çырса парсан аванччĕ. Сирĕн шухăшăрпа, лайăх енчен палăрнă-и вăл е япăххипе? Редакци ĕçченĕсемшĕн те, хаçат тусĕсемшĕн те аслисен аса илĕвĕсем пирĕншĕн те, вулакансемшĕн те кăсăклă пулĕç.
Источник: "Каçал Ен"