03 июля 2010 г.
Çанталăк питĕ шăрăх тăрать. Çавăнпа вут-çулăм тухас хăрушлăх пысăк. Массăлллă информаци хатĕрĕсенчен пĕлетпĕр ĕнтĕ, Мари Эл республикинчи 2000 ытла гектар çинче вăрман çунса пĕтнĕ, вут-çулăм алхасма халĕ те чарăнман-ха. Пирĕн республикăра та ун пек инкексем пулкаланă. Пушартан сыхланассине вăйлатас тĕлĕшпе район пуçлăхĕ Г.Волков ятарлă йышăну кăларнă. Вăл унта ял поселенийĕсен пуçлăхĕсене халăхпа калаçса вĕсене вăрмана сăлтавсăрах каймалла марри пирки ăнлантару ĕçĕсем тума ыйтнă. Вăрман пур тăрăхсенче, енчен те унта сасартăк вут-çулăм тухсан, хăвăрт пурнăçламалли ĕçсен планĕсене тĕрĕслемелле, пушар сÿнтермелли хатĕрсен юсавлăхĕ пирки тимлемелле. Ялсенче должноçри çынсенчен дежурство йĕркелемелле.
Вăрмансене ирĕк памасăр мотоциклсемпе, автомашинăсемпе тата тракторсемпе кĕме юрамасть. Кăвайт пачах чĕртмелле мар. Çакă уйрăмах вăрмансенче, ялсен çывăхĕсенче хăрушă.
Источник: "Каçал Ен"