АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ташласа, юрласа савăнчĕ халăх уявра

30 июня 2010 г.

Иртнĕ шăмат кун хырайĕнелсем ял 370 çул тата «Искра» колхоз 80 çул тултарнине анлă паллă турĕç. Унта хăнасем, Хырай Ĕнел ялĕнче çуралнă, халĕ тĕрлĕ çĕрте пурăнакан чылай çын пуçтарăнчĕ. Халăхпа пĕрле уявра çанталăк та савăнчĕ тейĕн — сар хĕвел хĕрÿ пайăркине пĕр шелсĕр сапрĕ те сапрĕ.

Палăртнă вăхăт çитсен капăр тумланнă хĕрарăмсем карталанса ял вĕçне утса тухрĕç. Вăйă картине тăрса чăваш халăх юррисене янăратрĕç. Пултарулăх ăстисем пухăннисене савăк юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

«Янра, кĕмĕл юрă,

янра кĕмĕл саслăн!

Юрла, тăван халăх,

юрла чĕререн!

Уявăмăр чаплă,

уявăмăр аслă,

Савнă ял, çулран-çул

ешерен!» — çакăн пек сăмахсемпе пуçларĕ уяв программине хатĕрлесе ертсе пыракан Людмила Михайловна Макарова.

Чи малтанах уяв ячĕпе саламласа район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков сăмах каларĕ. «Пурнăç килтен, урамран, ялтан пуçланать. Çын кирек ăçта кайсан та тăван тавралăха асра тытать. Çавăнпа та унăн ăшши кашнин чĕринче упранать»,— терĕ Геннадий Федорович. Малалла район пуçлăхĕ ĕçре пысăк хастарлăхпа палăрнисене Хисеп грамотисем парса чысларĕ. Вĕсем — Л.М.Макарова, В.А. Мукшин, Л.А.Стеклов, А.Н.Александрова, А.Н.Зайцев тата ыттисем те. Ун хыççăн чăваш халăх поэчĕ, Çеçпĕл Мишши фончĕн председателĕ Валери Туркай, Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕн çумĕ Л.А.Полякова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ çĕр ĕçченĕ, ĕç ветеранĕ В.А. Белков, «Родина» хресчен фермер хуçалăх ертÿçи А.Е.Потемкин уяв ячĕпе саламларĕç. Районти федераллă казначейство службин ертÿçи Л.А.Читнаева та юбилей ячĕпе сăмах тухса каларĕ, Хырай Ĕнел вăтам шкулне тата «Искра» колхоза телефонсем парнелерĕ. Сцена çине чĕнсе педагогика ĕçĕн ветеранĕсене, ял хуçалăхĕнче, медицинăра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă пултаруллă хырайĕнелсене чысларĕç, вĕсен ячĕпе фольклор ушкăнĕ юрăсем шăрантарчĕ. Уява тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех. Ялти ятлă, сумлă ватă çынсене те парнесемсĕр хăвармарĕç вĕсем.

Пухăннисене çăкăр-тăварпа, чăваш сăрипе Альбина Александровăпа Николай Воробьев сăйларĕç. Çав вăхăтрах ял историйĕпе Е.С.Дьяконова вĕрентекен тĕплĕн паллаштарчĕ.

Чăваш тĕррине эрешлекенсем те нумай хырайĕнелсем хушшинче. Хÿхĕм тĕрĕсем уява пуçтарăннисене аякранах «куç хĕсеççĕ». Акă уяври çынсем Елена Николаевна Макаровăпа Галина Николаевна Дьяконова тĕрĕ ăстисен илемлĕ кавирĕсене, тутăрĕсене тата ытти япалисене пăхса киленчĕç.

Константин Сергеевич Зайцев ÿнерçĕн ÿкерчĕкĕсем те хăйсем патне халăха чылай пухрĕç. Сăрă ăсти унччен Норильскри шахтăра 34 çул ĕçлесе пенсие тухнă. Мăшă-рĕпе икĕ ывăл çуратса ÿстерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Уява килнисем çавăн пекех Геннадий Григорьевич Пыркин тата Геннадий Владимирович Егоров художниксен ĕçĕсемпе паллашрĕç.

Спорт мероприятийĕсемсĕр уяв пулать-и вара; Аслăраххисемпе çамрăксем хушшинче йĕркеленĕ футбол ăмăртăвĕ интереслĕ иртрĕ. Вăйă ветерансем çĕнтернипе вĕçленчĕ.

Тăххăрмĕш класс пĕтернĕ Дмитрий Кабалин кире пуканне 100 хут çĕклесе пĕрремĕш вырăна тухрĕ.

Канат туртассипе Хырай Ĕнелĕнчи аялти кассене çитекенни пулмарĕ. «Калуша чи аякка ывăтакан» ята Павел Седлов çĕнсе илчĕ. Юпа çинчи автана хăпарса илекенни Дмитрий Тимофеев пулчĕ.

Ирĕклĕ майпа кĕрешекенсем те хăйсем тавра халăха чылай пухрĕç. Кунта абсолютлă чемпион ятне тата такана А.Н.Александров çĕнсе илчĕ. Сăмах май, Александр Николаевич уявсене хутшăнса пĕр çул кăна мар малти вырăна тухать. Каçхине, «чемпион шÿрпине» тутаннă май, икĕ ача ашшĕ калаçура мана çакна пĕлтерчĕ: «Спорта эпĕ мĕн пĕчĕкренех юратнă. Ăна мана, паллах, атте-анне вĕрентнĕ. Хамăн ачасене те сывă пурнăç йĕркине юратма вĕрентесчĕ».

Каярахпа уяврисене саламлама Комсомольски районĕн «Кĕтне» ентешлĕхĕн председателĕ А.П.Капитонов, Патăрьел ентешлĕхĕн ертÿçи В.М.Семенов, Ульяновск облаçĕнчи чăвашсен «Эткер» фончĕн президенчĕ, Çеçпĕл Мишши премийĕн лауреачĕ О.Н.Мустаев килсе çитрĕç. Сумлă хăнасем хырайĕнелсене ырлăх-сывлăх, çитĕнÿсем сунчĕç.

Нумайччен савăнчĕ пухăннă халăх. Валери Туркай поэтăн сăввисене Альбина Александрова авторпа пĕрле харăс пăхмасăр шĕкĕлчени мана тĕлĕнмеллипех тĕлĕнтерчĕ.

«Тĕнчере нумай илемлĕ тăрăх,

Чаплă ял нумай çак тĕнчере.

Пĕрре çеç Хырай Ĕнел, мĕн тăвăн!

Çĕр çинче чăнах та вăл — пĕрре!»

Ташласа, юрласа савăнчĕç уявра. Ăна çÿлти шайра йĕркеленине пурте палăртрĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика