АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял вăййисене хутшăннă

30 июня 2010 г.

 

Республика кунĕнче Патăрьелĕнче «Паттăр» стадиона савăнăçлă лару-тăрура уçнă. Ку сооружени питĕ хăтлă. Спортсменсене тренировкăсем ирттерме, вăй-хăватне ÿстерме пĕтĕм услови пур. Куракансем валли трибуна, футбол уйĕ, чупмалли çулсем, тăршшĕне сикмелли, йĕтре тĕртмелли лаптăксем, мăлатук ывăтмалли секторсем спорта юратакансене кĕтеççĕ. Кунсăр пуçне чушкăлла вылямалли площадка, хоккей коробки хăйсем патне йыхравлĕç. Хывăнса тăхăнмалли, çăвăнмалли пÿлĕмсемлĕ административлă çурт та хăтлă.

Июнĕн 24-мĕшĕнче Респуликăри çуллахи ХV ял вăйисем уçăлнă. Унта пине яхăн спортсмен хутшăннă. Вĕсем 2 кун 13 спорт тĕсĕпе "армспорт, ал шăллипе кĕрешес, волейбол, кире пуканĕ йăтасси, чушкăлла вылясси, çăмăл атлетика, сĕтел çи теннисĕ, вĕрен туртасси, шашка, урамри баскетбол" тупăшнă. Йăлана кĕнĕ спорт ăмăртăвĕсемсĕр пуçне дояркăсем, механизаторсем ăсталăх енĕпе тупăшнă.

Пирĕн район спортсменĕсем те мала тухнă. Кире пуканĕ йăтса тукайсем 3-мĕш вырăн йышăннă. Комсомольски ял поселенийĕ сĕтел çи теннис вăййинче палăрнă. Урмаел ялĕн çамрăкĕсем армспортра мала тухнă. Элпуç ял поселенийĕнчи Давыдовсем спорт çемйисем хушшинче 1-мĕш вырăн йышăннă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика