30 июня 2010 г.
Çу кунĕсенче ачасен пушă вăхăт нумай. Пĕрисем лагерьсенче канса сывлăхĕсене çирĕплетеççĕ, теприсем кил-тĕрĕшре тăрăшаççĕ, виççĕмĕшсем... Çавăн пекех каникул кунĕсенче вĕсен алăра тытмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илме те май пур. Районти ĕçпе тивĕçтерес енĕпе ĕçлекен центр ку енĕпе пулăшать. Акă июнь уйăхĕн пуçламăшĕнче 14—18 çулхи 108 ачана вăхăтлăх ĕç тупса панă пулсан, каярахпа тата 100 ачана явăçтарнă. Вĕсем кашни ял поселенийĕнчех ĕçлеççĕ. Тавралăха тирпей-илем кĕртес, çÿп-çапа пуçтарас тата ытти вак-тĕвек ĕçсене пурнăçлаççĕ. «Кооператор» ОООра, «Комсомольскинчи РСУ» ЗАОра тăрăшакансем те пур. Вĕсем кĕске вăхăтлăх ĕç кунĕпе ĕçлеççĕ. Ачасене ĕçпе тивĕçтерекен центр укçа-тенкĕ тÿлет.
Çу кунĕсенче пуçтарăннă укçа вĕсене шкула кайнă чухне пысăк пулăшу парĕ.