АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хирсенче кăткăс лару-тăру пулнине палăртнă

30 июня 2010 г.

 

Çанталăк чылайранпа шăрăх тăрать. Ÿсен-тăран ÿсеймест, шăтса тухнисем те сарăха пуçланă. «Çавăнпа та кая юлмасăр кирлĕ мерăсем йышăнмалла»,— тенĕ нумаях пулмасть Чрезвычайлă лару-тăру тата пушар хăрушсăрлăх комиссийĕн ларăвĕнче. Унта районти уй-хирсене Чрезвычайлă лару-тăру зони тесе палăртнă. Район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, тĕп агроном И.Х.Минетуллин ял хуçалăх предприяти-йĕсемпе фермер хуçалăхĕсене тĕш тырăсене, вĕсем мĕнле çитĕннине кура ытларах сенаж хывнă çĕре яма сĕннĕ. Опытлă председательсем те хăйсен шухăшĕсене палăртнă.

Нумай çул ÿсекен курăксене 4885 гектар çинчен пĕрремĕш хутне çулса пуçтарса илнĕ. Енчен те çанталăк татах та шăрăх тăрать пулсан иккĕмĕш хут çулмалăх çитĕнеймĕç. Хăш-пĕр хуçалăхсем пĕр çул ÿсекен курăксен уйĕнче ĕçлеççĕ. Хальлĕхе ăна 500 гектар çулнă та.

Районĕпе июнĕн 29-мĕшĕ тĕлне 2077 тонна утă (пĕлтĕр çак вăхăтра 4486 тонна пулнă), 2656 тонна сенаж (пĕлтĕр 5853 тонна пулнă) хатĕрленĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика