26 июня 2010 г.
Юлашки вăхăтра пирĕн калаçура «тренинг» сăмах тăтăшах тĕл пулма пуçларĕ. Мĕнпе çыхăннă-ха ку.
Эпир час-часах хамăра тишкеретпĕр, хак паратпăр. Тренинг йĕркипе çыннăн аталану шайĕн психологи диагностикине, пурнăçри вырăнне, хăш професси енне ытларах туртăннине палăртма пулать. Стильпе имидж ыйтăвĕсене те вăлах хускатать.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен районти центрта иртнĕ «Максимум жизни» тренинга ĕçсĕр тăрса юлнă 10 çын хутшăнчĕ. Кун хыççăн вĕсем хăйсене ытларах шанма, çирĕпрех тытма пултарасса туйса илчĕç. Апла пулсан, унăн пĕлтерĕшĕ пĕчĕкех мар иккен.