26 июня 2010 г.
29 çул вĕрентÿ ĕçĕнче вăй хунă Марфа Александровна Соколова (Сорокина). Вăл 1919 çулта Елчĕк районĕнчи Çуткÿль ялĕнче çуралнă. 1928 çулта ялти 4 класлă шкул хыççăн Курнавăшра пĕчĕк комплектлă шкул пĕтернĕ. 1939—1940 çулсенче Патăрьелĕнчи педагогика училищинче вĕреннĕ. Марфа Александровнăсен çемйинче ашшĕ-амăшĕ ачисене пĕлÿ парас тесе тăрăшнă. Пиччĕшĕ, Василий Александрович, Патăрьелĕнчи педучилище директорĕнче ĕçленĕ.
Учитель профессине алла илнĕ Марфа Александровнăна1940 çулхине вĕрентÿпе çут ĕç пайĕ Тип Тимеш ялне вĕрентме янă. Виçĕ çул ĕçленĕ вăл çак ялта, 1943 çулта вара Хырай Ĕнел ялне Николай Владимирович Сорокина качча тухнă.
Хăйĕн пурнăçĕпе тĕплĕнрех паллаштарма ыйтсан: «Ыттисем пекех пурăннă, ĕçленĕ, мĕн каласа парам-ха;» — терĕ.
— 1941 çулта вăрçă пуçланчĕ. Вăй питти ар çынсене фронта илсе кайрĕç. Шкулта та ĕçлемешкĕн питĕ йывăрланчĕ. 4 класа пĕччен вĕрентме лекрĕ. 2 класне каç кÿлĕм пĕлÿ панă. Ачасем шкула çÿремеççĕ, вĕсен тăхăнмалли, çимелли çук. Унта пырсан та выçă ачан вĕренес шухăшĕ пулман.
Пĕррехинче пĕр ача мана: «Марфа Александровна, эпĕ ыран шкула килейместĕп, аннепе ял тăрăх çăкăр пуçтарма каятпăр», — терĕ. Çак сăмахсене илтсен манăн куççуль юхса анчĕ. Киле çитичченех йĕрсе пытăм.
Ун чухне колхоз председателĕнче Степан Квасов ĕçлерĕ. Ун патне кайса калаçрăм, вара вăл çав çемьене 50 кг тырă çырса пачĕ. Ача та шкула çÿрекен пулчĕ.
Шкула хутса ăшăтас тесе вăрмана та темĕн чухлех вутă касма кайнă.
«Кашни ĕçĕн хăйĕн тĕшши», тенĕ халăхра. Тавах Турра, манăн шăпана ÿпкелемелли çук. Ачалăхăм, çамрăклăхăм, чăн та, çăмăл килмерĕç, çапах пăшăрханмалли çук.
1943 çулхине вăрçăран аллине çухатса килнĕ салтака качча тухрăм. Çемьере ытларах ар çынсемччĕ. Пăятам пĕрремĕш тĕнче вăрçинче пĕр урисĕр юлнăччĕ. Тата пиллĕк пиччĕшĕпе шăллĕ. Арçын ĕçне те, хĕрарăм ĕçне те туса пытăм», — каласа пачĕ вăл иртнĕ пурнăçĕ çинчен.
Марфа Александровнăпа Николай Владимирович сакăр ача пăхса ÿстернĕ.
— Халĕ, ватлăх кунра, мана ачасемпе мăнуксем пăрахмаççĕ. Вĕсем час-часах килсе çÿреççĕ. Чун савăнать.
«Анне, эсĕ, хур ами евĕр, пире пуçтарса тăратăн», — теççĕ.
Марфа Александровна тĕр-лĕ наградăсем илме тивĕçнĕ. Вĕсенчен чи курăмлисем — пĕрремĕш степеньлĕ Ача амăшĕн медалĕ, Аслă çĕнтерĕве 65 çул çитнĕ май панă медаль. Тăхăр вуникĕ çул çине ярса пуснă учитель ветеран паян та картиш тулли чăх-чĕп усрать, пахчара çăвĕпех кăштăртатать, хĕллехи вăрăм каçсенче кашпосем çыхать. Пурнăç уттинчен юлас мар тесе хаçат-журнал вулама, телекăларăмсем пăхма та вăхăт тупать.
Источник: "Каçал Ен"