АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм ырлăх – ял çыннишĕн

26 июня 2010 г.

«Россельхозбанк» АУОн» Чăваш Республикинчи филиа-лĕнче нумаях пулмасть иртнĕ канашлура ял хуçалăхне аталантармалли программăна ĕçе кĕртес, ял хуçалăх продукцийĕн, чĕр тавар тата апат-çимĕç рынокне 2008—2010 çулсенче йĕркелесе тăрас енĕпе ЧР Министрсен Кабинечĕ тата «Россельхозбанк» килĕштерсе ĕçлесси çинчен 2008 çулхи çĕртме уйăхĕн 3-мĕшĕнче тунă йышăну епле пурнăçланса пынине тишкерчĕç.

Асăннă мероприятие банк Раççейри тата Чăваш Енри финанс рынокне тухнăранпа 10 çул çитнине халалланă.

Унăн ĕçне ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ – ЧР ял хуçалăх министрĕ М.Игнатьев, филиал директорĕ И.Письменская, Чăвашпотребсоюз, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе кооперации институчĕн, обществăн ытти организацийĕсен представите-лĕсем хутшăннă.

И.Письменская палăртнă тăрăх, 10 çулта финанс организацийĕ Чăваш Енри АПКна аталантарма тата уйрăм çынсене 14 млрд ытла тенкĕлĕх кредит панă. Килĕшĕве пурнăçласа унăн мĕн пур укçи регион экономикине инвестициленет, кредитсен 90 проценчĕ агропромышленноç комплексне хывăнать.

2008 çултан пуçласа кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне филиал ял хуçалăх техники туянма – 443, 6 млн (122 единица валли), ăратлă выльăх илме —62,7 млн (1229 пуç валли), производство обьекчĕсем тума тата реконструкцилеме — 920, 6 млн (23 обьекта хута яма, çав шутра выльăх-чĕрлĕхĕн 13 вити валли 654,2 млн тенкĕлĕх), ыттисене çĕклеме 266 млн (10 обьект) тенкĕлĕх кредит уйăрнă.

Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕ-шĕ тĕлне филиалăн кредит порт-фелĕ 5,9 млрд тенкĕпе танлашнă, унăн 80 проценчĕ — предприятисемпе уйрăм граждансене нумай вăхăтлăх панă займсем.

Халĕ банкăн регионти уйрăмĕн район-хулара 21 хушма офисĕ ĕçлет.

Унăн шанчăклă ĕçтешĕсен шутĕнче – Чувашпотребсоюз, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕ, Шупашкарти коопераци институчĕ. Кунта ялти «банкирсене» хатĕрлеççĕ, студентсен практикине, стажировкине йĕркелеççĕ.

Канашлăва хутшăннисем çитĕнÿсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăха уçăмлатнă. М.Игнатьев филиалăн туслă йышне 10 çулхи юбилей ячĕпе саламланă май унăн маттурĕсене наградăсемпе чысланă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика