16 июня 2010 г.
«Çемье» ăнлав пысăк пĕлтерĕшлĕ. Районта нумай ача пăхса çитĕнтернĕ мăшăр сахал мар. Сăмахăм Аслă Çĕрпÿелĕнчи Осиповсем пирки пырать. Раиса Васильевна кÿршĕ районтан качча килнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпех çĕвĕçре тăрăшнă, Комсомольскинчи йăла пулăшăвĕ паракан комбината çÿренĕ. 1980 çулсенче унта çитме, каялла таврăнма çăмăлах пулман. Апла пулин те маттур хĕрарăм аптраса тăман.
Мăшăрĕпе, Иван Алексеевичпа, 5 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсем халĕ пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Аслă хĕрĕ Аня Шупашкарта пурăнать, çемьеллĕ. Алина Хирти Шăхасан ялне качча тухнă, мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтереççĕ. Тепĕр икĕ хĕрĕ те кирлĕ професси суйласа илнĕ. Алексей çартан таврăннă хыççăн Мускава ĕçлеме çÿрет.
Ку çемьере ачасене юратни куç кĕретех. Хĕрĕсемпе ывăлне ÿстерсе çунат панă хыççăн пархатарлă утăм тунă. Çулталăк каялла вĕсем 2 хĕр ачана усрава илнĕ. Асли тăватă çулта, тепри 7 уйăхра çеç пулнă. Теприсем хăйсем çуратнă ачисене те пăрахаççĕ, Осиповсем ыттисене те пăхма шутланă.
Халĕ Раиса Васильевна тивĕçлĕ канура. Паллах, ĕçсĕр лармасть, Иван Алексеевичпа икĕ пĕчĕк хĕре пăхнипе пĕрлех нумай выльăх-чĕрлĕх тытать. Мăшăрĕ кÿршĕ ялти хуçалăхăн ферминче электрикра тăрăшать.
Р.Осипова ал ĕç тума ăста. Унăн алли витĕр тухнă япаласене пăхас та пăхас килет. Юрă-кĕвĕпе те туслă вăл. Анкартинче пахча çимĕç çитĕнтерет. Çурт умĕнчи чечексем кирек камăн куçне те илĕртеççĕ. Тем тĕрли те пур. Раиса Васильевнăн пысăк тĕллевĕ — усрав хĕрсене тĕрĕс-тĕкел пăхса ÿстересси. «Ырă çынсем пулса ÿстĕрччĕç, çĕр-шывшăн юрăхлă çынсем пултăрччĕç»,— тет вăл хĕр пĕрчисем çине ытараймасăр пăхса.
Источник: "Каçал Ен"