16 июня 2010 г.
РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Патшалăх Думине Раççей саккунĕсен чылай актне халăх çыравĕ вăхăтĕнче пухнă тата нацилĕх графи пур çырав хучĕсене граждансенчен ирĕк илмесĕрех пăхса тухма ирĕк паракан тÿрлетÿсем кĕртме сĕннĕ. Паян вара çакна пурнăçлама çынсем килĕшÿ çырса пани кирлĕ.
Хăш наци представителĕ пулнин кăтартăвĕсене халĕ гражданин ирĕк парсан çеç тишкерме юрать. Пĕтĕм халăх çыравĕ çĕр-шывра пурăнакансен наци тытăмĕ пирки информаци илмелли пĕртен-пĕр çăл куç пулнине шута илсе депутатсем саккуна «енчен те халăх çыравне ирттернине тишкерме тивет тĕк нацилĕхпе çыхăннă харпăр хăй кăтартăвĕсене пăхса тухма гражданин çырса килĕшÿ пани кирлĕ мар» абзац хушма сĕннĕ. Çĕр-шывăн нумай миллионлă халăхĕнчен ыйтса пĕлме вăхăт сахал уйăрнине шута илсен кашни гражданин хушамата, ята, ашшĕ ятне, ăçта çуралнине тата паспорт даннăйĕсене кăтартса килĕшÿ çырса парассине кĕтсе илесси çырав вăхăтне тăсассипе, çынсене тата çыравçăсене ĕçлеттерессипе, ыйтăмсен харпăр хăй кăтартăвĕсене ытларах упрассипе тата, кăтартусемпе ирĕк памасăр усă курас теветкеллĕхпе çыхăнма пултарать.
Асăннă саккун проекчĕ, пĕтĕм Раççей çыравĕн пĕтĕмлетĕвне ÿстерме тата çĕр-шыв халăхĕ наци тытăмĕпе, социаллă демографи тата экономика характеристикисемпе килĕшÿллĕн епле вырнаçни çинчен статистикăн официаллă тулли информацине илме май парать, сахал йышлă тĕп халăхăн конституци ирĕкне гарантилет.
Источник: "Каçал Ен"