16 июня 2010 г.
Пирус туртакансем сывă пурнăç йĕркипе пурăнакансенчен уйрăлса тăраççĕ. Куç хĕррипе пĕркеленчĕксем хăвăрт йĕркеленеççĕ, мĕншĕн тесен çын тĕтĕмрен хÿтĕленсе тăтăшах куçне хĕсет. Чылай вăхăт никотинпа сиенленсе пурăннипе нумайăшĕн вăйĕ пĕтсе пырать. Кун пек чухне куç япăх курма тытăнать.
Пирус туртакансен пичĕсем çинчи ÿт-тирĕ сарăрах тĕслĕ, вĕсене хĕрлĕ сăн сайра çапать. Аллисен тирĕ яланах типĕ, вырăн-вырăнпа çутă тата тĕттĕм хăмăр вĕтĕ йĕрсем аталанса каяççĕ. Чĕлĕм туртакансен çÿçĕсенчен те табак шăрши кĕрет.
Никотин этем организмĕнчи пур органа та хавшатать. Чи малтанах вĕри табак тĕтĕмĕ (40—50 градус таран) шăл эмальне сиенлет. Вĕсем тĕксĕмленеççĕ, çуталма пачах пăрахаççĕ, çурăла-çурăла каяççĕ. Кун пек чухне вара микробсем те çывăрмаççĕ, вĕсем пĕр чăрмавсăрах шăл ăшне лекеççĕ те — кариес чирĕ пуçланса каять. Шăлсем вăхăтсăр ватăлса туха-туха ÿкеççĕ. Пирус туртнине пула стоматит чирĕ аталанать, çăвартан ырă мар шăршă кĕрет. Çăварăн йăлмакаллă сийĕнче шурă пăнчăсем аталанса каяççĕ — ку лейкоплаки чирĕ. Вăл рак умĕн пуçланать. Çак чир усал шыççа ан куçтăр тесен шăл врачĕ патĕнче тăтăшах сипленмелле, сывлăха тĕрĕслеттерсех тăмалла, тухтăр хушнисене пурне те пурнăçа кĕртмелле.
Никотин ÿт чирĕсене аталанма пулăшать. Ÿт-тир тухтăрĕ патĕнче ÿт туйма пăрахни, шăнт-ни, хăш-пĕр чухне кĕçĕтнĕ пирки ÿпкелешеççĕ. Çавна пула ыйхă та килмест, çын татах вăйсăрланса каять. Çак чир — наркăмăшланнин, табак тĕтĕмĕн ытти компоненчĕсем ÿт çинчи нерв вĕçĕсем çине витĕм кÿнин пулăмĕ, вăл ÿт парастезийĕ ятлă.
Пирус вăйлă туртакансене тата тепĕр чир лекме пултарать – акроцианоз. Кун пек чухне сăмса вĕçĕ, хăлха çунатти, пит çăмартисем хĕрелсе каяççĕ, алă тата ура тупанĕсем çинчи ÿте кăвак-хĕрлĕ тĕс çапать. Эмелсем те пулăшсах каймаççĕ.
Пĕтĕмĕшле каласан, табакри никотин çыннăн пĕтĕм органне сиенлет, тĕрлĕ чир пуçарса ярать. Çапла вара вĕсен ĕмĕрĕ те кĕскелет.
Источник: "Каçал Ен"