АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăнăçу та вăрăм ĕмĕр сунар

11 июня 2010 г.

Çынсен пурнăç çулĕ тĕрлĕрен килет. Пĕрисем ĕмĕр тăршшĕпе ĕçре тăрăшаççĕ, теприсем ...

Кĕçĕн Каçал ялĕнче çуралса ÿснĕ Анатолий Кокаревăн шăпи çăмăлах пулман. Мĕн пĕчĕкрен ĕç çумне çыпăçса ÿснĕ. Вăл кĕтÿ те кĕтнĕ, йăмăкĕсене те пăхнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн «Сельхозтехника» пĕрлешÿре слесарьте ĕçленĕ. Ăста алăллăскерне 1970 çулсен вĕçĕнче кирек мĕнле организацире те йышăннă. Китай чиккинче çар тивĕçне пурнăçласа таврăннă хыççăн Анатолий Канашри ятарлă пĕлÿ паракан училищĕне вĕренме кĕрет. Ăна ăнăçлă пĕтерсен районти «Сельхозхимия» пĕрлешÿре экскаваторщикра ĕçлеме пуçлать. Кашни колхозрах тислĕк кăларма пулăшнă вăл. Хăйне шанса панă техникăна юсавлă тытнă.

Кайран, асăннă организаци йĕркеллĕ ĕçлеме пăрахсан, çурçĕре çÿрерĕ. Унта та экскаваторщикра тăрăшрĕ.

Кирек ăçта та Анатолий Арсентьевич хăйне лайăх енчен çеç кăтартнă. Çакна килĕнчи архивра упранакан Хисеп грамотисемпе ытти наградăсем те çирĕплетеççĕ.

Мăшăрĕпе, Надежда Яковлевнăпа, вĕсем 3 ача пăхса çитĕнтернĕ, пурнăç çулĕ çине кăларнă. Ирина Шупашкарти кооператив институтне пĕтернĕ. Евгений те аслă пĕлÿ илнĕ. Çывăх вырăнта ĕç çуккипе инçете çÿрет.

Кĕçĕн ывăлĕн, Василин, кăçал салтак тумĕ тăхăнмалла. Вăл та, ашшĕ пекех, пограничник пуласшăн.

Анатолий Арсентьевич иртнĕ кунсенче 50 çул тултарчĕ. Ăнăçу та вăрăм ĕмĕр сунатпăр ăна.

.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика