АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк специалистсене – стажировкăна

11 июня 2010 г.

Аслă шкултан, училищĕрен вĕренсе тухакансене халĕ патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытса диплом илесси кăна мар, хăйсен специальноçĕпе ĕçе вырнаçасси те канăçсăрлантарать. Студент пурнăçĕпе сывпуллашнă хыççăнах ăна тупас шанăç, тĕрĕссипе, чылайăшĕн çук та. Мĕншĕн тесен çамрăк специалистăн опыт çителĕксĕр.

Вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернисене малтанхи хăнăху илме пулăшас тĕллевпе ятарлă программа туса хатĕрленĕ. Унпа килĕшÿллĕн çамрăксене стажировкăна йышăнаççĕ, вĕсене ăста та пултаруллă çынсен çумне çирĕплетеççĕ.

Пĕрремĕш ĕçе вырнаçни, професси ăсталăхне туптани, малтанхи шалу — центрта шута тăнă çамрăк специалистсем çаксене республикăн Чăваш Енри ĕç рынокĕнчи кăткăслăха 2010 çулта чакарас енĕпе йышăннă тĕллевлĕ программăпа килĕшÿллĕн чи малтан тивĕçеççĕ. Асăннă документăн тĕп çул-йĕрĕнчен пĕри — вĕренÿ учрежденийĕ пĕтернисем валли стажировка йĕркелесси. Çавăнпа пĕрлех программа ĕç сĕнекене çамрăк специалиста хакласа, чи маттуррисене суйласа илсе яланлăх вырăна хăварма май парать.

Çулталăк пуçланнăранпа районти ĕçпе тивĕçтерекен центра профессин вăтам, пуçламăш тата аслă пĕлĕвĕн учрежденийĕсенчен вĕренсе тухнă 8 çамрăк пынă.

Çамрăк специалистсене хальхи ĕç рынокне хăнăхма, практика пĕлĕвне алла илме, ăсталăха ÿстерме çăмăлрах пултăр, çавăн пекех производство технологийĕсемпе паллашама май килтĕр тесе «Хлебозавод», «Агрофирма «Слава картофелю» ОООсемпе тата райпопа килĕшÿсем тунă, вĕсенче ятарласа 13 вырăн йĕркеленĕ. Çывăх вăхăтрах çамрăк экономист, бухгалтер, юрист, техник, агроном тата ытти специальноçпа хăнăху илме пикенĕç.

Стажерсене наставниксем пулăшаççĕ, çакăншăн вĕсене шалу çумне хушса тÿлеççĕ. Асăннă программа яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ĕç хăнăхăвĕ кăна мар, социаллă тата ĕç адаптацийĕ илме те пулăшать, çемье бюджетне тĕреклетме хăйсен тÿпине хывма май парать.

Программăна хутшăнни ĕç паракансемшĕн те усăллă: вĕренÿ заведенийĕ пĕтерекенсем валли вăхăтлăх вырăнсем уçса хăйсене кирлĕ специалистсене суйланипе пĕрлех вĕсене шалу тÿленĕшĕн компенсаци укçине илеççĕ.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика