АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв тимсĕрлĕхе каçармасть

11 июня 2010 г.

Çуллахи ăшă та тÿлек кунсенче çырмара, пĕвере е кÿлĕре шыва кĕрекенсем йышлă. Уйрăмах ачасене шыв магнит пек туртать.

Шел те, кашни çул тенĕ пекех шыв çинче инкексем пулаççĕ. Çавна шута илсе, шыва кĕнĕ чухне çак правилăсене çирĕп пăхăнасчĕ:

— ишме пĕлмесен тарăн шыва кĕме пачах та юрамасть;

— ÿсĕрле е мухмăрла шыва кĕни те хăрушлăх кăларса тăратма пултарать;

— ачасем шыва кĕнĕ чух çывăхра лайăх ишме пĕлекен, вăйпитти ар çын пулмалла;

— шывра ашкăнма юрамасть!

— шыва кĕмелли вырăна малтан тĕрлĕрен хăрăк туратран, çÿп-çапран, ытти ăпăр-тапăртан тасатмалла;

— енчен те шывра ача е çитĕннĕ çын путма пуçларĕ лулсан, ăна çăлма васкамалла.

Çитĕннисен ачасене шывра асăрхануллă пулмалли çинчен аса илтерсех тăмалла, тем пек вăхăт çук пулсан та, вĕсене хăйсене кăна шыва кĕме ямалла мар.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика