АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн ĕçленĕ, халĕ те тăрăшаççĕ

11 июня 2010 г.

Раççей халăхĕ мĕн ĕмĕртенпех суту-илÿпе аппаланнă. Вăл шутра чăвашсем те пасарта хăйсен хуçалăхĕнче туса илнĕ е çитĕнтернĕ продукцие сутнă. Каярахпа пирĕн халăхран та купсасем тухнă, вĕсем лавккасем уçнă. Унти таварсен ассортименчĕ пуянах пулман. Сентресем çинче ытларах йăлара куллен кирлĕ таварсем анчах пулнă.

1920 çулта Чăваш Республикинче потребительсен союзне (Чăвашпотребсоюз) туса хунă. Унта малтанлăха 68 общество кĕнĕ. Пирваях аталанма питĕ йывăр пулнă. Çĕр-шыв граждан вăрçи хыççăн çĕкленме çеç тытăннă. 1921 çулта Атăлçи тăрăхĕнче выçлăх алхаснă. Каярахпа, коллективизаци вăхăтĕнче, кулаксем те коопераци юхăмне ура хурса пынă.

Çапах та унта ĕçлесе пыракансем йывăрлăхсене парăнман. Çакă 1921 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнче Центросоюз Совечĕн IV сессийĕнче Чувашоблсоюз (вăл вăхăтра Чăвашпотребсоюз çапла ятлă пулнă) правленийĕн председателĕн И.Г.Егоровăн докладĕнчен те палăрать. Çав çулта тăварланă купăста, хăяр, çĕтĕк-çурăк, панулми, пыл, салă тата ытти продукци пуçтарнă. Çулталăкне 12 пин витре чухлĕ минераллă шыв кăларма пултаракан пĕчĕк завода арендăна илнĕ тата ытти паха продукци те хатĕрленĕ.

1922 çулхи июнь уйăхĕ тĕлне Чăвашоблсоюзăн 4 уйрăм, тĕрлĕ продукци йышăнакан 2 кантур тата 1 агентство пулнă. Вăл 73 лавккапа тата 54 коопераци пĕрлешĕвĕпе ĕçленĕ.

Выçлăх çулĕнче облсоюз пирĕн ене Гомель, Витебск, Вологда тата Ярославль тăрăхĕсенчен 200 яхăн вагон тырă илсе килнĕ.

Вăл вăхăтра тир тăвакан, хăма çуракан, минераллă шывпа тата сироп кăларакан, улма-çырла типĕтекен тата ытти заводсем ĕçленĕ.

Коопераци лавккисем апат-çимĕçпе, тум-тирпе, йăлара кирлĕ япаласемпе çеç мар, кĕнекесемпе, спорт, музыка, радио таварĕсемпе те суту тунă.

1930 çулсенче пайщиксен йышĕ ÿссех пынă. Обществăлла апатлану предприятийĕсем 1928—1929 çулсенче ялсенче 8, хуласенче 9 пулнă пулсан, ялсенче 40-е, хуласенче 29-а çитнĕ. Çăкăр пĕçерекен предприятисем кĕске вăхăтрах 19-тан 45-е çитнĕ.

Кадрсем хатĕрлесси çине те пысăк тимлĕх уйăрнă. 170 çынна пĕлÿ илме май паракан коопераци техникумĕ, 80 çын валли коопераципе суту-илÿ вĕрентĕвĕн шкулĕ уçăлнă.

1932 çул тĕлне республикăра 18 хатĕрлев кантурĕ, 251 ялпо ĕçленĕ. Тавар çаврăнăшĕ ÿссе пынă. 1924—1925 çулсенчи 2411 пин тенкĕрен 1931 çулта 36116 пин тенке çитнĕ.

1931 çулта çеç 5597 тонна çĕр улми, 3322 тонна улма-çырлапа пахча çимĕç, 25149 чăх-чĕппе хур-кăвакал, 11161 пин çăмарта, 86 центнер çу хатĕрленĕ. Вĕрентÿ комбиначĕн çуртне тума пуçланă.

1936 çулта лавккасенче, обществăлла предприятисенче ĕçлекенсем валли ятарлă тумтир хатĕрлеме пуçланă. Çав çулсенче çурхи ака-суха, утçи, вырма вăхăчĕсенче Чăвашпотребсоюз ятарлă постановлени кăларсах ял çыннисене пулăшма хушнă. Кирлĕ таварсемпе тивĕçтерессине вăйлатнă.

1941 çулхи июль уйăхĕнче Шупашкарти коопераци техникумне хупнă. Вăрçă çулĕсенче ял халăхне, фронтра çапăçакансене, эвакуаципе килнисене таварпа тивĕçтерес тесе çине тăрса ĕçленĕ.

Хĕрлĕ çар валли Потребкоопераци ячĕллĕ танк колонни тума Потребительсен обществисем укçа-тенкĕ пуçтарассине йĕркеленĕ. Çавăн пекех вĕсем «Комсомолец Чувашии» авиаэскадрилья тума та хутшăннă. Фронта валли 1943 çулта 14 вагон сухари янă.

Вăрçă çулĕсем çăмăлах килмен. Потребкооперацире ĕçлекенсенчен чылайăшĕ çĕнтерÿшĕн çапăçнă. Продукци туса кăларасси чакнă.

1947 çул тĕлне пĕрлешÿ çĕнĕрен аталанма пуçланă. Чăвашпотребсоюзăн 2 универбаза, кайăк-кĕшĕк комбиначĕсем 3, тутлă шывсем туса кăларакан 2 предприяти, райпотребсоюзсем 30, потребительсен 158 обществи ĕçленĕ. Вак таварсем сутасси вăйланнă. Чăвашпотребсоюз ÿсен-тăран ÿстерессипе, сĕт, ĕне, сысна, сурăх, кайăк-кĕшĕк какайĕ туса илессипе, пыл хурчĕсем ĕрчетессипе ĕçленĕ. 1947 çулта 65 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 406 пуç сысна, 63 пуç сурăх, 185 çемье хурт-хăмăр, 150 пуç лаша, ĕç вăкăрĕсем 37 пулнă. 56 гектар çине пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши тырă, 28 гектар çĕр улми, 3 гектар пахча çимĕç акса-лартса хăварнă.

1953 çулта фарфорпа фаянс изделийĕсем, велосипедсем, çĕвĕ машинисем, радиомузыка, культура таварĕсем сутасси чылай ÿснĕ. Халăх цемент, шифер, пăта, шăвăç нумай туяннă. Пуçласа газ пăрăхĕсем, швеллерсем, двигательсем, пилорамăсем электромоторсем сутма пуçланă.

Чăвашпотребсоюз çулсеренех хăйĕн ĕçне çĕнĕлĕхсем кĕртсе пынă. 1956 çулта обществăлла апатлану предприятийĕсенчен хăшĕ-пĕри пуçласа самообслуживани меслечĕпе ĕçлеме пуçланă.

Тупăш та ÿссе пынă. Акă 1957 çулта 1956 çултинчен 8,6 миллион тенкĕ ытларах, пурĕ 30,3 миллион тенкĕлĕх услам илнĕ.

Ишлей ялĕнче 1958 çулта кирпĕч завочĕ тума пуçланă. Вăл çулталăкне 8—10 миллион штук çак строительство материалне кăларма пултармалла.

Çав тапхăртах ялсенче кирпĕчрен магазинсем йышлă тунă.

1960 çулсенче коопераци техникумĕн тата унăн общежитийĕн çурчĕсене ресторансем, универмагсем çĕкленĕ.

Çак çулах кролик ĕрчетес енĕпе ĕçлеме тытăннă. Çур çулта çеç 5729 пуç кролик илнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика