АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай пурăнакансем çинчен

11 июня 2010 г.

Чăваш халăх историйĕпе, халĕ республикăра пурăнакан- семпе, маларах çуралса ÿссе çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан паллă ентешсемпе интересленекенсем пур. Анчах вĕсем сахаллăн. Пирĕн çĕршер яла тĕплĕн тĕпчемен. Вăл вырăнсенче таврапĕлÿçĕсем пулманнипе те çыхăннă пулĕ çакă. Вĕсем пĕрчĕн-пĕрчĕн фактсене пуçтарса пĕр калăпа вырнаçтарнă. Архивсем тăрăх çÿресе, ялти ватă çынсемпе калаçса кĕнекелĕх те материалсем ха-тĕрленĕ. Район энциклопедийĕ те çаплах çуралнă.

Хальхинче сăмах пирĕн районти Тĕвенеш ялĕнче çуралса ÿснĕ Герман Николаевич Ксенофонтов пирки пырать. Вăл, хамăр тăрăхра пурăнмасан та, еткерлĕхе тĕпчес, паллă ентешсене тупса палăртас енĕпе чылай ĕç тунă. Çакă хăйне хăех пулман ĕнтĕ. Çÿренĕ, шыранă, архивсенче нумай вăхăт ларнă.

2009 çулта унăн «Долгожители Чувашии» документлă кĕнеке пичетленсе тухнă. Нумай çул пурăннă çынсем пирки пĕлме каллех архивсенче ларма тивнĕ. Хăшĕ-пĕрин пирки ялсенче ас тăвакансем юлман та. Пĕлекеннисенчен, тăванĕсенчен, кÿршĕ-аршăран, ял çынисенчен нумай ыйтса пĕлнĕ.

Кĕнекере 250 яхăн статьяпа очерк пичетленнĕ. Вĕсене 32 пая уйăрнă. Сăн ÿкерчĕксем те чылай. Унта 98 çула çитнĕ е 100 çултан иртнĕ çынсен пурнăçĕ, ĕçĕ-хĕлĕ сăнланнă. Паллах, пирĕн район çыннисем çинчен çырни те чылай. Ку кĕнеке сахал экземплярпа çапăннă пулин те, район çыннисем ăна тупса вулаççех пулĕ. Вĕсем мĕнле майпа нумай пурăннă, хăйсене мĕнле упранă — çакă тата ытти ыйтусем те тухса тăрĕç-ха.

Паян сывă пурнăç йĕркине тытса пырасси пирки нумай калаçатпăр. Çĕр çул е ытларах та пурăннă çынсем пирки çак кĕнекере вуласа пăхсан çынсен шухăшĕсем улшăнасса шанатпăр. Вĕсем терт-нушине чылай курнă, апла пулсан та аптраман.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика