11 июня 2010 г.
Çĕр – пысăк пуянлăх. Вăл пире тăрантарать. Апла пулсан пирĕн пурин те ăна хакласа йĕркеллĕ пăхса тăмалла, пулăхлăхне ÿстермелле. Акă июнĕн 8-мĕшĕнче районти ял хуçалăх предприятийĕсен председателĕсем, тĕп агрономĕсем хăйсен ĕçтешĕсемпе курса калаçма, паха опытпа паллашма тĕл пулчĕç. Ĕçлĕ ушкăна район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов ертсе пычĕ. Çак кун вĕсем 11 хуçалăха çитсе уй-хирĕсемпе, унта ÿсекен культурăсен шăтаслăхĕсемпе паллашрĕç.
Районти хуçалăхсем пирки пĕрне хурласа теприне ырласа калаçма та çук пулĕ. Пурте тăрăшаççĕ. Анчах та лайăххисенчен те чи лайăххисем пур. Çĕр ĕç технологийĕсене çĕнетсе пыни вĕсене ÿсĕм тума май парать. Кăçал районти ял хуçалăх предприятийĕсем 3200 гектар çĕр лаптăкĕ çине çĕр улми лартнă (кун пек кăтарту республикăра та çук), 10 пин гектар ытла пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акнă.
Чи малтанах ĕçлĕ ушкăн «Слава» ЯХПК хирĕсене çул тытрĕ, унти специалистсене вăхăтлă та вырăнлă сĕнÿсем пачĕ.
«Родина» ООО хресчен фермер хуçалăх хирĕсем хитре. Çакна çулсерен иртекен уй-хир культурисем мĕнле ÿснине пăхма тухакан ĕçлĕ ушкăн та çирĕплетрĕ. Калчасем ешереççĕ, çум курăксене, чир-чĕрсене хирĕçле ĕçсем пурнăçланă. Ял хуçалăх ĕçченĕсене хуçалăх ертÿçи А.Е.Потемкин кунти ĕç-хĕлпе тĕплĕн паллаштарчĕ, ака-сухара хăй усă курнă агротехника вăрттăнлăхĕсене те каласа пачĕ. «Паллах, ял хуçалăх ĕçченĕсем умĕнче май уйăхĕнче 30 градуса яхăн тăнă çумăрсăр çанталăк та йывăрлăхсем кăларса тăратрĕ. Апла пулин те, алă усса лармарăмăр, вăхăтра удобренисем хыврăмăр, кăçал пысăк тупăш илессе шанатпăр»,— терĕ Анатолий Егорович, таса та тикĕс шăтса тухнă çĕр улми, хĕрлĕ чĕкĕнтĕр хирĕсене кăтартса. Хуçалăх кăçал 50 гектар çĕр лаптăкĕ çине «романо», «розара», «сатурна» сортлă çĕр улми лартнă.
«Искра» колхозăн çĕр лаптăкĕсем вĕсемпе юнашарах. Кунта та агротехника çине пысăк тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. Смотра хутшăнакансене А.Н.Зайцев председательпе Т.Л.Мартынова тĕп агроном çур акире пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕç. Хуçалăх кăçал уй-хире нимĕç пăрçи те акнă. «Шел пулин те, типĕ çанталăка пула вăл начар шăтнă. Ăна çуркунне иртерех, çĕр нÿрĕкĕ пур чухнех, акса хăвармалла»,— сĕнÿ пачĕ район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн тĕп агрономĕ И.Х.Миннетуллин.
Ф.Г.Хайртдинов фермер хуçалăхĕнче (унччен «Правда» ООО пулнă) акнă-лартнă уй-хирсемпе паллашнă хыççăн смотра хутшăнакансем пĕр сасăпах «маттур» тесе мухтарĕç. Çамрăк ертÿçе çак ĕçре ăнăçу сунчĕç.
«Çĕр улмие мухтав» агрофирма хирĕсемпе Х.С.Идиатуллин ертÿçĕ тата А.В.Селиванов тĕп агроном паллаштарчĕç. Вĕсем мĕнле им-çампа усă курни, агротехника ĕçĕсене епле пурнăçланине каласа пачĕç. Агрофирма кăçал 30 гектар çĕр лаптăкĕ çине горчица та акса хăварнă.
Малалла ĕçлĕ ушкăна «Кызыл сабанча» фермер хуçалăхĕ, «Дубрава» ЯХПК, «Комсомольские овощи» агрофирма хирĕсенче çитĕнекен культурăсемпе В.Ф.Дмитриев тата Р.М.Шарафутдинов паллаштарчĕç.
М.Р.Минатуллинпа Г.В.Атласкин ертсе пыракан фермер хуçалăхĕсен хирĕсенче ÿсекен культурăсене пăхса нумайччен киленчĕç ертÿçĕсемпе специалистсем. Кунта вĕренмелли чылай пулчĕ.
Смотра «Çĕр улмие мухтав» агрофирма ООО столовăйĕнче пĕтĕмлетрĕç. Вăл çÿлти шайра иртнине пурте çирĕплетрĕç. Унта пĕр-пĕрин опычĕпе паллашмалли, вĕренмелли чылай пулчĕ темелле. Çапла, вăйлă тыр-пул туса илес тесен самай тар юхтармалла.
«Уй-хир культурисем пысăк тухăç паччăр тесен вăрлăхпа çине тăрса ĕçлемелле. Вĕсене вăхăтра кондицилемелле. Пĕлмен, таçтан илсе килнĕ вăрлăхпа пачах та усă курмалла мар»,— терĕ Раççей Ял хуçалăх центрĕн федераци патшалăх учрежденийĕн Чăваш Республикинчи филиалĕн Комсомольскинчи уйрăмĕн начальникĕ Н.В.Чернова.Хирсене пăхса тухнă хыççăн калаçу малалла тăсăлчĕ çĕр ĕçченĕсен. «Çĕр пахалăхне лайăхлатас, çум курăксене, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене, чир-чĕре хирĕç кĕрешес ыйтусем çине тата та ытларах тимлĕх уйăрмалла. Эффективлă препаратсемпе туллин усă курмалла. Укçа-тенкĕ паян шеллени ыран пысăк тăкак пама пултарать. Мĕнле вăй хуратăн — çавăн пек тухăç илетĕн, çанталăкĕ кăна патăрччĕ»,— терĕ Георгий Михайлович, смотра пĕтĕмлетсе.
Уйсем ешĕл тум тăхăннă. Калчасем пĕве кайса пыраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсене çумăр кирлĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен эпир çитсе курнă хуçалăхсем япăх мар тухăç илессе шанма пулать.