09 июня 2010 г.
Манăн мăн кукаçи Николай Никифорович Миронов 1925 çулта çуралнă. Вăрçă умĕн вун улттăра çеç пулнă. Çул çитмесĕрех çамрăк каччă тăшмана хирĕç çапăçма талпăннă. Тепĕр çултан вăл хăй ирĕкĕпе фронта тухса кайнă. Мăн кукаçи çак юнлă вăр-çа мĕн вĕçне çитичченех утса тухнă. Вăл пехотăра çапăçнă, хамăр çĕр-шыва та, ют çĕрсене те нимĕç пусмăрĕнчен хăтарнă çĕрте те паттăрлăхпа палăрнă.
Уйрăмах Киев хули çывă-хĕнчи çапăçусем Николай Никифоровичăн асĕнче юлнă. 1943 çулхи ноябрĕн 3—13-мĕшĕсенче Украинăри Аслă Букрин, Лютеж, Чернобыль, Овруч, Коростень, Черныхов, Житомир, Попельня, Белая Церковь хулисем тавра хаяр тытăçусем пуçланаççĕ. Мăн кукаçи 1-мĕш Украина фронтĕнчи Н.В.Ватутин генерал ертсе пыракан çарта çапăçать. Пĕтĕмпе 671 пин салтак хутшăнать çак операцие. Октябрĕн 6-мĕшĕнче Киев хулине, октябрĕн 7-мĕшĕнче — Фастов хулине, ноябрĕн 13-мĕшĕнче Житомира нимĕçсенчен тасатаççĕ. Вунă куна пынă çапăçусенче пирĕн çухатусем вăтăр пин салтакпа танлашаççĕ. Çапах та, нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр, Днепр сылтăм çыранĕнче совет салтакĕсем 150 километра яхăн тăсăлакан плацдарм туса хураççĕ.
Белая Церковь хули çывă-хĕнчи пĕр тытăçура мăн кукаçи йывăр аманать.
Вăрçăри паттăрла ĕçсемшĕн Николай Никифорович Миронова нумай орденпа, медальсемпе чысланă. Вĕсен хушшинче чи хаклисем — II степеньлĕ Аслă Отечественнăй вăрçă орденĕ, Жуков медалĕ.
Эпĕ хамăн мăн кукаçипе чăннипех те мухтанатăп. Тăван çĕр-шыва çăлса хăварнăшăн, пуç тăрринчи кăн-кăвак тÿпешĕн, манăн телейлĕ ачалăхшăн паттăр салтака тав тăватăп.