АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эпир тăнăçлăхшăн пулнă

09 июня 2010 г.

 

Халĕ çар призывĕ пырать. Яшсем салтака каяççĕ. Çар ĕç комиссариачĕ умĕнче тăракан каччăсене курсан хамăн çамрăклăха аса илтĕм. Эпĕ те вĕсен вырăнĕнчех пулнă-çке, çĕр-шыв умĕнчи тивĕçе пурнăçланă. Эпир салтак пăттине 3,5 çул çисе пурăннă.

Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи иртнĕренпе 11 çул çеçчĕ. 1956 çулта мана салтак шинелĕ тăхăнма тиврĕ. Эпир Виçпÿрт ялĕнчен Пимулла Абусевпа июнĕн 3-мĕшĕнче тухса кайрăмăр. Ун чухне йывăç-курăк ешеретчĕ, хĕвеллĕ çанталăкчĕ, хĕрсем вăйă калатчĕç. Тăван ялăмран уйрăлас та килместчĕ. Каччăн çар тивĕçне пурнăçламаллах. Ку пирĕн çирĕп тĕллев пулнă.

Июнĕн 5-мĕшĕнче Канашри çар ĕç комиссариачĕ умĕнче пысăк митинг пулчĕ, оркестр вылярĕ. Республика ертÿçисем пире чăваш халăхĕн ятне çÿлте тытма, çар тивĕçне туллин пурнăçлама, командирсене итлеме хушса та сĕнсе каларĕç.

Хусан хулинче тумлантарчĕç, каллех ăнăçу сăмахĕсем пулчĕç. Красноярск крайĕнчи Усилинак хулине илсе каясси çинчен пĕлтерчĕç. Пире Нижнеинущский районти Павловка ялне вырнаçтарчĕç. Вăрман хĕрне палаткăсем картăмăр. Пурнăç интереслĕ иртетчĕ. Ирех тăраттăмăр, тутлă апат çинĕ хыççăн ĕçе тухса каяттăмăр. Тепри салтакăн мĕнле ĕç тейĕ; Ун чухне çар çыннисене те ял хуçалăх ĕçне явăçтарнă. 25 салтак валли колхоз кунсерен пĕр сурăх пусатчĕ. Вăйпитти çамрăксем ĕçленĕ те, çинĕ те. Утта çавапа çулнă, тырă пулса çитсен комбайнпа ĕçленĕ, йĕтемсем çинче тăрăшнă. Пĕр сăмахпа каласан, вăл вăхăтра ĕç алли çитмен.

1956 çулхи октябрь вĕçĕнче Венгри çĕр-шывĕнче лару-тăру кăткăсланчĕ. Çавăнпа та пирĕн чаçри салтаксене Украинăна илсе кайрĕç. Çар училищинче вĕрентме пуçларĕç. Манăн танк командирĕ пулма пĕлÿ илме тиврĕ. Пĕр çул вĕренсен кур-сантсене Венгрипе Чехословакине илсе кайрĕç. 30-шне кĕçĕн сержант званине парса тин килекен салтаксене вĕрентме хăварчĕç.

Тепĕр самант. Пире, 6 сержанта, аслă офицерсемпе Ингаш облаçне салтаксем илме ячĕç. Вĕсене ракетăсем валли тăвакан полигонра службăра тăма илсе кайрăмăр. Каярахпа вĕсем валли пурăнмалли çуртсем тата ытти объектсем çĕклеме пулăшрăмăр.

Эпĕ çартан нумай илтĕм. Ăс-хакăл енчен те, ÿт-пÿ тĕлĕшпе те аталантăм. Виçĕ çул çурăра тĕрлĕ тăрăха çитсе куртăм, пĕлĕве ÿстертĕм. Çакă мана пурнăçра хамăн вырăна тупма пулăшрĕ. Аслă сержант званийĕпе таврăнтăм.

Мухтанса каламастăп, мăшăрăмпа 5 ывăл çитĕнтертĕмĕр. Вĕсем пурте çар служби витĕр иртнĕ. Иртнĕ çеç мар, Гена, Бронислав, Эдуард подполковник званине илме тивĕçнĕ. Ывăлсем çĕр-шывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче службăра пулнă: Казахстанра, Владивостокра... Илья тата Константин хĕсметрен сержант званийĕсемпе таврăннă. Вĕсем пурте паянхи пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Ман шутпа, ачасене çарта пулни нумай пулăшнă.

Паян-ыран салтак тумĕ тăхăнма хатĕрленекенсене ăнăçу сунатăп. Çара каяссинчен ан хăрăр, унта çирĕп, хăюллă пулăр, чăваш халăх ывăлĕсен ятне ан ярăр. Аслисенчен, аслаçăр-кукаçăрсенчен, аçусенчен тĕслĕх илсе çĕр-шыври тăнăçлăхшăн тăрăр.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика