09 июня 2010 г.
Кăçалхи çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне çул çитменнисем валли вăхăтлăх 108 çынран вырăн йĕркелеме 11 килĕшÿ çирĕплетнĕ. Кăрлач — çу уйăхĕсенче 108 ача ĕçлеме ĕлкĕрчĕ.
Çуллахи каникул кунĕсем пуçланчĕç. Пушă вăхăта çул çитмен çамрăксем усăллă ирттерме, тыткаламалăх укçа ĕçлесе илме пултарччăр тесе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çулленех тăрăшать. Кăçал та вĕсене ĕç хакне туймалли майсем туса пачĕ. Ара, кинона кайма е пылак пăр туянма ашшĕ-амăшĕнчен укçа ыйтса мĕншĕн чăрманмалла; Хал çитнĕ таран вăй хума паян кашниех пултарать.
Саккунпа килĕшÿллĕн 14 çул тултарсан ĕçе хутшăнма юрать. Çак ÿсĕмри çамрăк паспорт илет, хăйне çитĕннĕ çын пек туйма пуçлать. Хăй тĕллĕнлĕх амаланма тытăннă саманта ирттерсе яма юрамасть: вăл ĕçлес шухăшлă тăк мĕншĕн чармалла. Служба центрĕ çул çитмен çамрăксене ансат ĕç сĕнĕ: территорие тасатмалла, тирпей-илем кĕртмелле, чечек лартмалла, ÿсен-тăрана пăхса çитĕнтермелле, сĕтел-пукан юсамалла, кĕнекесене çыпăçтармалла, документсене майлаштармалла, компьютерпа ĕçлемелле, хушма е курьер ĕçне пурнăçламалла.
Халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр çак тĕллевпе промышленноç предприятийĕсемпе тата муниципалитетсемпе çурхи пĕр-ремĕш кунсенчех килĕшÿсем тума тытăнчĕ.
Çул çитмен çамрăкăн тÿлевĕ икĕ пайран тăрать. Пĕрремĕшне предприяти чи пĕчĕк виçеллĕ шалăва тата вăй хунă вăхăта кура парать, теприне — центр, 850 тенкĕрен кая мар, 1275 тенкĕрен мала мар. Ку вара — чăн-чăн укçа, шкул ачи хăй тăрăшнипе ĕçлесе илнĕскер.
Вĕренÿрен пушă вăхăтра тата каникул кунĕсенче 14—18 çулсенчи 342 ачана вырăн тупса пама палăртнă. Вĕсене федераци бюджечĕн субвенцийĕ шутĕнчен тата ĕçпе тивĕçтерекен укçи-тенкинчен тÿлеме палăртнă.
Çулленех республикăра «Çул çитмен çамрăксен чи лайăх бригади» ята илессишĕн конкурс иртет. Кăçал та çаплах пулĕ. Унсăр пуçне çуллахи вăхăтра çав бригадăсенче кашнинчех «Ĕçри çу кунĕсем» профориентаци йĕркелеççĕ, ачасене професси тĕнчипе паллаштараççĕ, интереслĕ те тарăн шухăшлă вăйăсемпе конкурссене йыхравлаççĕ.
Çул çитмен граждансен ĕçе вырнаçас тесен:
— ĕçпе тивĕçтерекен центрта шута тăмалла, персонификаци учечĕн карточкине йĕркелемелле;
— вăхăтлăх ĕç вырăнне янине çирĕплетекен хут илмелле;
— ĕç параканпа вăхăтлăх килĕшÿ тумалла (ĕçлеме янине çирĕплетнипе килĕшÿллĕн).
Вăхăтлăх ĕçе вырнаçма çак документсем кирлĕ:
— паспорт е çурални çинчен панă свидетельство;
— сывлăх пирки медицина справки;
— 14 çул тултарнисен, анчах 15 çула çитменнисен — ашшĕ-амăшĕ е опекăпа попечительлĕх органĕсем ĕçлеме ирĕк панине çырса пĕлтерни;
— патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви (пур пулсан). Пĕрремĕш хут вырнаçакансене асăннă документа ĕç паракан илме пулăшать.
Предприяти Пенси фончĕн республикăри уйрăмне кашни çыншăн (вăл шутра ĕçлекен çул çитмен çамрăкшăн та) ĕç пенсийĕн страховани тата пухăнса пыракан пайĕсене йĕркелеме укçа куçарать. Ăна валли страховани свидетельстви кирлĕ.
Енчен те эсир тулли информаци илес тетĕр тĕк, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр инспекторĕсенчен тĕплĕн ыйтса пĕлме пултаратăр.