09 июня 2010 г.
Выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе районти ветеринари служби сахал мар ĕç тăвать. Тĕпрен илсен, умма лартнă тĕллевсене вăхăтра та пахалăхлă пурнăçлать.
Июнĕн 4-мĕшĕнче Комсомольскинче Патшалăх ветеринари службин коллегийĕ иртрĕ. Ăна «Комсомольски районĕнчи выльăх чирĕсемпе кĕрешекен станци» патшалăх учрежденийĕн ĕçченĕсем йĕркелерĕç. Çак кун республикăри 29 учреждени ертÿçисемпе тĕп бухгалтерĕсем — пурĕ пĕрле 120 çын ытла — килсе çитрĕç.
Чи малтанах пухăннисем умне район пуçлăхĕ Г.Ф.Волков, район администраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх пайĕн начальникĕ Г.М.Киргизов, Чăваш Республикинчи Патшалăх ветеринари службин ертÿçи В.К.Тихонов, районти ветеринари службин начальникĕ Р.М.Велимухаметов тата ыттисем те тухса калаçрĕç, коллеги программипе паллаштарчĕç. «Ветеринари службин тĕп тĕллевĕ – чирсене хирĕç кĕрешесси. Çавна май профилактикăлла диагностика тишкерĕвĕн мероприятийĕсене пур хуçалăхра та планпа палăртнă чухлĕ туса ирттернĕ. Чир-чĕрпе кĕрешессин витĕмлĕхĕ пĕр ветеринари службинчен кăна килмест. Чылай чухне выльăх-чĕрлĕхе мĕнле условисенче тытни, апат-çимĕçе нормăпа, пахалăхлă çитерни, мероприятисене вăхăтра туса пыни те пысăк пĕлтерĕшлĕ»,— терĕ Геннадий Федорович, коллегине хутшăнакансене ăнăçу сунса.
Районти ветеринари службинче пысăк пĕлÿллĕ, нумай çул ĕçлесе пуян опыт пухнă çынсем тăрăшаççĕ. Çак куна вĕсем тĕплĕн хатĕрленни куç кĕретех. Хăтлă та çутă, таса пÿлĕмсене курса çÿренĕ хыççăн хăнасем хăйсем тĕлĕнмеллипех тĕлĕннине те пытармарĕç. Кунта, паллах, вырăнти ветеринари службин ертÿçин, специалистсен тÿпи пысăк.
Ун хыççăн коллеги участникĕсем Тукай Мишер ялĕнчи «Деликат» ОООна çитсе курчĕç. Кунти ĕç условийĕсемпе, туса хатĕрлекен продукципе общество ертÿçи А.Х.Шакиров килнĕ хăнасене тĕплĕн паллаштарчĕ. Нумай ыйту пулчĕ ветеринари службин ĕçченĕсен Агзям Халимович патне. Вăл пур ыйту çине те тулли хуравсем пачĕ. Сăмах май каласан, çакăнти продукцисене «Карусель», «Перекресток» тата ытти гипермаркетсенче туянма пулать.
Малалла ĕçлĕ ушкăн Комсомольскинчи культурăпа кану центрне çул тытрĕ. Унта культура ĕçченĕсем юрă-ташăпа савăнтарчĕç, савăк кăмăл парнелерĕç.
Концерт хыççăн коллеги председателĕ В.К.Тихонов, Г.М.Лукин, Н.А.Мартышкин трибуна çине çине тухса пĕрин хыççăн тепри калаçрĕç, службăн малашнехи тĕллевĕсемпе паллаштарчĕç.