09 июня 2010 г.
Çу кунĕсем — выльăх-чĕрлĕх продукцийĕ ытларах туса илмелли вăхăт. Ешĕл апат, уçă сывлăш хăйсен витĕмне параççех.
Хальхи вăхăтра районти ял хуçалăх предприятийĕсем та- лăксерен вăтамран кашни ĕне пуçне 17,2 килограмм е пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1,1 килограмм ытларах сĕт сăваççĕ. «Пайгас» ял хуçалăх кооперативĕнчи ĕнесем 22,3 килограмм сĕт антараççĕ. «Рассвет» (20,4 килограмм), «Дружба» (20,1 килограмм), «Слава» (19,1 килограмм), «Сюрбеево» (19,1 килограмм) хуçалăхсенче сăвăм пысăк. «Восток», «Асаново», «Алга», «Родина», «Искра», «Труд» ял хуçалăх кооперативĕсенче те 17,6—19 килограмм сĕт сăваççĕ. Сăвăм чылайранпа ĕнтĕ «Турхан» ЯХПКра пĕчĕк.
10 ял хуçалăх предприятийĕ халăхран сĕт пуçтарать. Ку енĕпе «Дружба» тата «Урожай» колхозсем лайăх ĕçлеççĕ.