05 июня 2010 г.
Тури Тимĕрчкасси ялĕнчи Çĕнĕ урам, ман шутпа, чи илемли. Юнашарах плотина, унта ачасем çулла шыва кĕреççĕ, пулă тытаççĕ. Урам вĕçĕнче колхоз сачĕ, садра утар, кунтах уяв ирттермелли уйрăм вырăн: беседка, «швед сĕтеллисем». Урам Ф.Э.Дзержинский ячĕпе хисепленет. 30 çуртра 77 çын пурăнать, вĕсенчен 6-шĕ пушă. Çуллахи вăхăтра çурт хуçисем килеççĕ. Урамра вара иртен пуçласа каçчен ача-пăча сасси янăрать. Чылай вĕсем пирĕн. 22 ача ирсерен Анат Тимĕрчкасси шкулне васкать, садике çÿрекенсем те пур.
Ку урамра çуралса ÿснĕ Людмила Захарова часах аслă вĕренÿ заведенине пĕтерсе алла диплом илет, виççĕшĕ техникумсемпе училищĕсенче пĕлÿ пухаççĕ. Ачасем (хутшăнасса та кĕтетпĕр) чуна савăнтарать. Уроксем хыççăн вĕтĕр-шакăр, çамрăксем площадкăра футболла, теннисла выляççĕ. Вылямалли хатĕрсене Н.Н.Герасимов ертсе пынипе ачасем хăйсемех хатĕрленĕ. Николай Николаевич — çар çынни, халь отставкăра.
Аслă пĕлÿ илнĕ çын та нумай пирĕн. Уйрăмах Яковлевсен çемйи çинчен каласа хăварас килет. Пелагея Илларионовнăпа Федор Яковлевич 7 ача пăхса çитĕнтернĕ, вĕсенчен 5-шĕ аслă пĕлÿ илнĕ. Оля – Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Юля, Елена — врачсем, Тамара (вăл училище пĕтернĕ) — медработник. Вася çамрăклах ку пурнăçран уйрăлчĕ. Ачисем вара аслă пĕлÿ илчĕç. Ывăлĕ — выльăх тухтăрĕ. Таня Çĕнĕ Шупашкарта пурăнать, вăл бухгалтер.
Федор Васильевичăн мăшăрĕ те аслă пĕлÿллĕ, вăл Çĕнĕ Мăратри вăтам шкулта ачасене ют чĕлхе вăрттăнлăхĕсене алла илме пулăшать.
Е.Я.Поргунова та, Ф.Я.Чернова та, Г.И.Яковлевпа унăн ашшĕ Иван Яковлевич та – чăваш чĕлхи учителĕсем. Вĕсем пурте Çĕнĕ урамра çара уран чупнă. Иван Яковлевич вăрçăра пуçне хунă, салтака кайиччен Аслă Чурачăк шкулĕнче директорта ĕçленĕ.
Ялта Ефремовсене те хисеплеççĕ. Кам пĕлмест-ха районта Зоя Васильевна Ефремовăна; Вăл — СССР спорт мастерĕ, паллă велосипедистка. Икĕ тетĕшĕ, йăмăкĕ — аслă пĕлÿллĕ специалистсем. В.И.Ефремов, Зойăн тетĕшĕн ывăлĕ, «Луч» кооперативри тĕп бухгалтер, ял хуçалăх академине пĕтернĕ.
Колхозра ĕçлекен вăйпитти çынсем 30-ăн, тивĕçлĕ канăва кайнисем 14. Килĕштерсе, пĕр ĕмĕтпе пурăнма тăрăшатпăр. Çакна Çимĕк кунĕнче ирттернĕ Урам уявĕ те çирĕплетсе пачĕ. Шкул ачисем юрăсем хатĕрлерĕç, амăшĕсемпе ачисем волейболла вылярĕç. Вăйăсенче ачасен команди вăйлăрах пулни сисĕнчĕ. Вылякансен хушшинче асанне пулни кама тĕлĕнтермĕ-ши; Л.А.Трофимова – пенсионерка. Хăй вăхăтĕнче фермăра ĕçленĕ, Мускаври ял хуçалăх çитĕнĕвĕсен выставкине хутшăнса бронза медаль илме тивĕçнĕ. Шкулта чухнех спортпа кăсăкланнă вăл. «Чи пултаруллă вылякан», — терĕç уява килнисем Любовь Архиповнăна. Амăшĕпе юнашар хĕрĕ те вылярĕ. Н.В.Филиппова тăван шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентет. Р.В.Яковлева Аслă Чурачăкри çемье офисĕнче вăй хурать. Вăл Юля хĕрĕпе ăмăртăва хутшăнчĕ. В.Г.Ефремова хуçалăх бухгалтерийĕнче ĕçлет, ывăлĕ вара 5-мĕш класра вĕренет. И.Андреева, И.Парфенова, В.Николаева – ял хуçалăх ĕçченĕсем, ачисем – вĕренекенсем. И.И.Яковлева, ют чĕлхене вĕрентекен, вăйăсене икĕ ывăлĕпе хутшăнчĕ. Шел, аттесем сахал пулчĕç. В.Трофимов кăна вĕсен чысне хÿтĕлерĕ. Теннисла хĕр ачасем вылярĕç.
Çак кунсенче 9-мĕш класра вĕренекен Екатерина Николаева спорт мастерĕн кандидачĕ ята тивĕçлĕ пулчĕ.
Спорт ăмăртăвĕсем хыççăн вăйă картине тăтăмăр. Янравлă сассем таврана сарăлчĕç. И.Романова, К.Козлова, А.Степанова, пĕр тăван Светланăпа Кристина Трофимовăсем уява хутшăнакансене юрăсемпе савăнтарчĕç.