05 июня 2010 г.
Н.И.Тяканов Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче 1925 çулта кун çути курнă. Çак ялтах вĕреннĕ. Аш-шĕпе амăшĕ, Иван Павловичпа Агафия Ильинична, мĕн пенсие кайичченех ырми-канми колхозра ĕçленĕ. Ултă ача пăхса ÿстернĕ вĕсем, Николай вара çемьере иккĕмĕш ача пулнă. «Пирĕн вăхăтрисен ачалăхĕ пурин те пĕр пек: хĕлле тумтир пăрланса ларичченех çунашкасемпе ярăннă, çулла вара аслисемпе пĕрле ирех тăрса хирте ĕçленĕ, каçхине лаша çитерме çÿренĕ», — аса илчĕ хăйĕн пурнăçне ветеран.
Эпĕ Николай Иванович патне килне пынă чухне вăл вырăн çинче ларатчĕ. Шел пулин те, темиçе уйăх каялла тĕп хуламăрта ăнсăртран такăнса ÿксе сылтăм урине хуçнă. «Тăвансем килсех тăраççĕ, вилме памаççĕ мана»,— шÿтлерĕ ветеран, аманнă урине аллисемпе йăтса илсе урăх вырăна куçарса.
Н.Тяканова Аслă Отечественнăй вăрçа 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче илсе кайнă. «Ялтан пĕр кунта çиччĕн тухса кайрăмăр. Пире малтанах Горьки хулине саппас полкне илсе çитерчĕç. Ун хыççăн вара Муром çывăхне илсе кайрĕç, артиллериста вĕрентме тытăнчĕç. Саппас полкрах хĕл каçрăмăр.1943 çулта Горькине каялла илсе килчĕç те Белоруç форонтне ăсатрĕç», - аса илÿ çăмхине малалла тăсрĕ Николай Иванович. Паянхи кун пекех ас тăвать хаяр вăрçă кунĕсене. Великие Луки, Новосокольники хулисене тăшманран хăтарнă чухне мĕн чухлĕ юлташ çухатман-ши вăл; «Чăвашĕ те, вырăсĕ те, узбекĕ те – пурте пĕр çемьери пек пулнă. Йывăр та хăрушă кунсенче, паллах, туслăх пулăшнă... Уйрăмах Ржев патĕн-чи хаяр çапăçусем асăмра, 120 миллиметрлă минометпа тăшмансене хирĕç çапăçрăм. Мĕн чухлĕ çухату курмарăмăр-ши ун чухне» — куççуль витĕр аса илчĕ вăрçă ахрăмĕ çинчен вăл.
Польша, Эстони халăхне ирĕке кăларассишĕн те тăшмана хирĕç çапăçать. Тарту хули çывăхĕнчи пĕр хаяр çапăçура Н.Тяканова йывăр амантаççĕ. Ун хыççăн артиллериста тыла госпитале ăсатаççĕ.
Тăван яла Н.Тяканов рядовой 1944 çулта декабрь уйăхĕнче таврăнать, колхоз ĕçне пикенет. Николай Иванович ферма заведующийĕнче 3 çул тăрăшать. Каярахпа пахча çимĕç ÿстерекенсен бригадирĕнче, клуб заведующийĕнче нумай çул тăрăшать.
1952 çулта ял хĕрĕпе, В.И.Ермошинапа, çемье çавăрать. Шел пулин те, йывăр ĕçе пула Василиса Ивановна хырăмри ачине çухатать, тек ача çуратаймасть.
Николай Иванович пĕр вăхăт ялти платниксен бригадин бригадирĕнче те ĕçлет. «Нумай çурт çĕкленĕ ялта. Иртсе пынă чухне ху аллупа тунă япалана курсан чун савăнать. Кашни çурт тăвас умĕн калăпне пуçра тытнă. Кÿршĕ ялсенче хамăр тунă пÿртсене те пăхса киленетĕп», — терĕ Н.Тяканов. Пенсие кайсан та колхозра вунă çул ытла ĕçленĕ.
Паянхи кун ветеран пĕчченех пурăнать. Апла пулсан та хуçалăха тытса пырать вăл. Пушă вăхăтра хаçат-журнал вулать, телевизор пăхать.
Вăрçă ветеранĕн кăкрине нумай медаль илем кÿрет. Хисеп хучĕсен вара шучĕ те çук.
— Николай Иванович пирĕншĕн ĕмĕрех ырă тĕслĕх вырăнĕнче пулнă. Вăл нихçан та сиенлĕ йăла-йĕркепе çыхланман. Ырă кăмăллă, сăпайлă, ял-йышра хисеплĕ. Çĕр çула çитичченех пурăнтăрччĕ, — теççĕ ăна тăванĕсем.