АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наркотикран асăрханăр

05 июня 2010 г.

Раççей саккунĕсемпе килĕшÿллĕн, наркотик хутăшĕсемпе çыхăннă мĕн пур ыйтăва патшалăх тĕрĕслесе тăрать. Пирĕн çĕр-шывра федерацин 1998 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче кăларнă «Наркотик хатĕрĕсем тата психотроплă хутăшсем çинчен» саккунĕ вăйра. Унăн статйисем патшалăхăн наркотиксемпе усă курассипе çыхăннă позицине, наркотик хатĕрĕсене сарассине тĕрĕслесе тăмалли йĕркене, наркотик тыткăнне лекнĕ çынсене пулăшассине палăртаççĕ.

Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 25-мĕш сыпăкĕнче (вăл «Халăх сывлăхне тата общество кăмăл-сипетне хирĕçле преступленисем» ятлă) наркотиксемпе çыхăннă ĕçсемшĕн явап тыттармалли темиçе статья пур.

Тĕслĕхрен, наркотик хатĕрĕсене, психотроплă хутăшсене е вĕсен аналогĕсене саккуна пăсса туяннăшăн, упранăшăн, илсе çÿренĕшĕн, хатĕрленĕшĕн РФ УК 228-мĕш статйипе виçĕ çуллăхах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ. Пысăк виçепе çыхăннă çакнашкал ĕçсемшĕн 1 миллион тенкĕлĕх штрафласа е штрафламасăр 4—20 çул таран тĕрмене лартма пултараççĕ. Пирĕн çĕр-шывра уголовлă яваплăх 16 çултан пуçланать. Анчах уйрăмах йывăр преступленисемшĕн, çав шутра наркотик хатĕрĕсене е психотроплă хутăшсене вăрланăшăн тата ирĕксĕрлесе илнĕшĕн уголовлă яваплăх палăртакан 229 статьяпа 14 çулти ачасене те явап тыттараççĕ.

Унсăр пуçне РФ Уголовлă Кодексĕн 231-мĕш статйипе килĕшÿллĕн наркотикла хутăшсем пур ÿсен-тăрансене ÿстернĕшĕн, туса хатĕрленĕшĕн 2 çул таран ирĕк прависĕр хăварма пултараççĕ е РФ кодексĕн 10.5 статйине пăхăнмасăр, йĕркене пăснăшăн административлă майпа явап тыттараççĕ, штрафлаççĕ.

Çавăнпа та саккун çирĕп ыйтнине пăхăнмаллах. Çуллахи вăхăтра пахчара мăкăнь çитĕнтернĕшĕн те явап тытма тивет. Çакăн пирки ялта пурăнакансене асăрхаттаратпăр пулин те, ăна вĕсем темшĕн шута илесшĕн мар. Хăшĕ-пĕри çав-çавах çак культурăна пахчара ÿстерет. Анчах та наркомансемшĕн вăл чăн-чăн тупăш пулнине шута та илмеççĕ. Çавăнпа та çак культурăна пахчара çитĕнтерме юрамасть. Уншăн сирĕн явап тытма тивет. Мăкăнь пахчара ÿстернĕ тĕслĕхсем те пур-ха. Енчен те сирĕн килте çитĕнет пулсан, çийĕнчех тĕп тăвăр ăна. Кÿршĕсене, пĕлĕшсене те вăл сиен кÿни пирки пĕлтерĕр. Кантăр ÿстернĕшĕн те явап тытмалла. Кĕскен каласан, наркотиклă хутăшсем пур ÿсен-тăрансене пачах та çитĕнтерме юрамасть. Çакна яланах асра тытăр. Акă, республикăра май уйăхĕн 10-мĕшĕнчен октябрĕн 10- мĕшĕччен «Мăкăнь — 2010» операци пырать. Вăл вăхăтра ялсенче тĕрĕслевсем иртеççĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика