АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çумăр çумасан мелиораторсене чĕнĕр

05 июня 2010 г.

Иртнĕ ĕмĕрĕн 80–90-мĕш çулĕсенче «мелиораци» сăмаха ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсенчен час-часах илтме пулатчĕ. Ун чухне районти кашни колхозра тенĕ пекех уй-хир культурисене шăвармалли установкăсем пурччĕ. Мелиораторсен ĕçĕ те пайтах пулнă вăл вăхăтра: çĕр пулăхлăхне лайăхлатмалли тĕрлĕ ĕçсем пурнăçланă, шăварнă, плотинасене тытса тăнă, çĕр эрозийĕпе кĕрешнĕ тата ытти те. Пасар саманине кĕнĕ хыççăн, асăннă ĕçсен пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине пăхмасăрах, Деметра тарçисен пулăшăвне ыйтакансем сахалланнă. Çапах та ку мелиораторсен пархатарлă ĕçĕ пач та кирлĕ маррине пĕлтермест, пирĕн районта вĕсем организацине те сыхласа хăварма пултарнă.

Ыран, июнĕн 6-мĕшĕнче, мелиораторсем хăйсен професси кунне паллă тăваççĕ. Уяв умĕнхи кунсенче эпĕ «Чувашмелиоводхоз» федераллă патшалăх учрежденийĕн Комсомольскинчи филиалĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрăм.

Пирваях «Чувашмелиоводхоз» федераллă патшалăх учрежденин Комсомольскинчи филиалĕн директорĕпе Владимир Ананьевпа вĕсем шăваракан хирсене çитсе çаврăнтăмăр. «Комсомольски пахча çимĕçĕ» ООО Çĕнĕ Кипеç çывăхĕнчи лаптăкĕнче 12 гектар çинче кишĕрпе хĕрлĕ чĕкĕнтĕр çитĕнтерет. Çак культурăсене мелиораторсем вырнаçтарнă «Одра» установкăсемпе типĕ çанталăкра шăвараççĕ. Сăмах май каласан, туслă хутшăнусем кăçал çеç пуçланман. Малтанхи çулсенче «Çĕр улмине мухтав» агрофирмăпа ĕçленĕ. 2008 çулта вара, «Комсомольски пахча çимĕçĕ» хушма фирма туса хурсан, вĕсемпе те пĕр чĕлхе тупнă.

Çул çинче Владимир Николаевичпа мелиораторсен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен сăмах пуçартăм. Кунта вун пилĕк çула яхăн вăй хурать вăл. Механикран пуçланă, инженерта тăрăшнă, филиал ертÿçин лавне кÿлĕнни те улттăмĕш çул ĕнтĕ. Арпашуллă саманара юхăнма пуçланă хуçалăха ура çине çĕнĕрен тăратма, ытти предприятисемпе ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелеме, производство никĕсне аталантарма, çĕнĕ заказчиксем тупма

пултарнă çак хушăра. Администраци çурчĕсĕр, кантурсăр тăрса юлсан та (ăна уйрăм харпăрлăха панă) май килтерсе хăйсене валли малтан мастерской пулнăскертен офис туса хунă. Ăна çут çанталăк газĕпе хутма майсем тупнă, хăтлăх кĕртнĕ. Картишĕнче те тирпей-илем: йывăçсем ÿсеççĕ, чăн-чăн парк тейĕн, кÿлĕ те пур. Кантурти чÿречесем çинчи чÿлмексенчи илемлĕ чечексем, тирпейлĕх такамăн кăмăлне те çĕклентерме пултарĕç. Коллективри хутшăнусем çынсем пĕр-пĕрне ăнланнинчен нумай килеççĕ. Асăннă организацире ĕçлекенсемпе çывăхрах паллашнă хыççăн кунти йыш туслă иккенне туйса илтĕм. Çакăнта ăрусен çыхăнăвĕ те пур: тивĕçлĕ канăва кайнисене хисеплеççĕ, аслисем ĕнер-паян ĕçе пуçăннисене канашсемпе пулăшаççĕ.

«Чувашмелиоводхоз» федераллă патшалăх учрежденин Комсомольскинчи филиалĕ — республикăра уйсене шăваракан пĕртен-пĕр организаци. Ахальтен мар Чăваш Енри ĕçтешĕсем паха опытпа паллашма вĕсем патне килме ĕмĕтленеççĕ.

— Пирĕн филиал тăватă районти — Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк тата Шăмăршă — плотинасемпе гидроузелсене пăхса тăрать. Вĕсенчен тăваттăшĕ — федераллă пĕлтерĕшлĕ, пĕрер миллион кубла метр шыв калăпăшĕллĕ. Шăмăршăра вара 12 километр тăршшĕ типĕтекен канал пур.

Паянхи кун организацире 16 çын вăй хурать. Вĕсенчен пиллĕкĕшĕ — инженерипе техникла ĕçченсем, ыттисем — рабочисем. Хăйсен ĕçне чунтан парăнса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакансем чылайăн кунта. Акă Фидания Хамбиковăпа Галина Садр-

тдинова хăйсен шăписене мелиораципе çыхăнтарни кĕçех 30 çул та çитет. Фидания Зиннетовна тĕп специалист организацин бухгалтерине тирпейлĕ ертсе пырать. Галина Алексеевна вара — инженер-мелиоратор. Филиалăн тĕп шăнăрĕ, паллах, çамрăксем. Иван Ананьев кунта 2004 çултанпа тĕп инженерта тăрăшать. Вăл ашшĕ çулĕпе кайнă. Эдуард Алексеев гидротехник, Евгений Александров водитель те хастар, тăрăшуллă.

Организацире техника та çителĕклех. Кран, экскаватор, бульдозер, курăк çулмалли, çĕр чавмалли — пурте хăйсен. Вĕсем вĕр-çĕнех мар пулин те, юсаса çĕнĕ пурнăç параççĕ те малалла кĕрлеттереççĕ. Транспорт хатĕрĕсем пушă тăмаççĕ, районти хăш хуçалăх е предприяти пулăшу ыйтать, унта пĕр-пĕр ĕç тума кăларса яраççĕ. Курăк çулмалли агрегатпа Комсомольски, Урмаел ял поселенийĕсене час-часах пулăшаççĕ.

Çут çанталăкăн япăх çанталăк çук теççĕ. Çапах хăш çулсенче çулла шăрăх та типĕ килни те пулать. Çĕр нÿрĕкĕ ÿсен-тăраншăн мĕн тĕрлĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине, тухăç епле пуласси çакăнтан та нумай килнине ăнланакансем ун пек чухне мелиораторсем патне çул тытаççĕ.

— Хамăр районта çеç мар, кÿршĕсем патĕнче те ĕçлеме тивет пирĕн. Патăрьелĕнчи пахча çимĕç питомникĕ, Ленин ячĕллĕ агрофирма, Елчĕк районĕнчи Гладков фермер хуçалăхĕ пирĕн шăвармалли агрегатсемпе усă кураççĕ. Установкăсене выранаçтаратпăр, епле ĕçлеттермеллине ăнлантаратпăр та малалла хăйсемех пăхса тăраççĕ, — каласа пачĕ Владимир Николаевич.

Пурнăç уттинчен юлсан паянхи кун нимсĕр юлнипе танах. Çавăнпа Комсомольскинчи мелиораторсем те пĕлĕтрен укçа çумăрĕ çăвасса кĕтсе лармаççĕ, çанă тавăрсах производствăна аталантармалли тĕрлĕ çул-йĕр шыраççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем хуçалăхсем хушшинчи «Алга—Тукай—Красный маяк» шăвару системине хута ярассипе тăрăшаççĕ. Совет саманинчи пăрăхсем çĕр айĕнче упранса юлнă, вĕсене çĕнетсе чĕртсе тăратмалла çеç. Çакă федераллă программăпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Проектпа смета докуменчĕсем хатĕр ĕнтĕ, тĕп ĕçсем вара кĕркунне пуçланмалла.

Производство цехĕнче шлакоблок çапмалли оборудовани вырнаçтарнă, вăл паян-ыран хута каймалла. Хушма тупăш илмелли тепĕр çăл куç-çке ку. Апла пулсан Комсомольскинчи мелиораторсене ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме, малалла хăватлăн аталанма ăнăçу, вара хастарлăх, çирĕп сывлăх сунатăп.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика