АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » СУД ÇЕÇ ТАТСА ПАРАТЬ

02 июня 2010 г.

 

2010 çулхи апрелĕн 22-мĕшĕнче йышăннă Федераллă саккунпа Раççей Федерацийĕн Уголовлă-процессуаллă кодексĕн 29 тата 82 статйисене улшăнусем кĕртнĕ. Унта кăтарту япалисене (вещественные доказательства) упрас, сутас тата пĕтерес йĕркене палăртнă. Халĕ çав процедурăсене, хуçи ирĕк памасăрах, суд йышăнăвĕпе пурнăçлаççĕ. Тĕпрен илсен, уголовлă ĕç çумне çыпăçтарма çук (таварсен пысăк партине), хăвăрт пăсăлакан таварсене тата продукцине сутма ирĕк пур. Сăлтавĕ — вĕсене упрама йывăрри е ятарлă условисем кирлине пула хакла ларни. Хăвăрт пăсăлакан таварсемпе усă курма май çук пулсан вĕсене тĕп тăваççĕ. Сутма палăртнă япаласене халĕ кашнине хак памалла. Туртса илнĕ этил спиртне, алкоголь тата спирт пур продукцие, çынсемшĕн, тавралăхшăн хăрушлăх кăларса тăратма пултаракан, нумай вăхăт упранмалли япаласене пăрахăçа кăларассине те суд татса парать. Çавăн пекех упрама ятарлă услови кирлĕ е çакă хака ларать пулсан яваплăх хурса хуçине упрама пама ирĕк пур.

Улшăнусем 2010 çулхи майăн 6-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика