02 июня 2010 г.
Шыв пирĕн пурнăçра питĕ пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен вăл кашни утăмрах кирлĕ: апат-çимĕç хатĕрлеме те, промышленноçпа ял хуçалăхĕнче те, пĕтĕм отрасльте. Уйрăмах ĕçмелли шыв ыйтăвĕ çивĕч тухса тăрать. Районта уйăхсеренех тĕрĕслеме илекен шыв пробисенче специалистсем бор, лити элеменчĕсем пуррине палăртаççĕ. Çак япаласем вара çын организмĕ çине япăх витĕм кÿреççĕ.
Çавăнпах район администрацийĕ çумĕнчи санитарипе эпидемиологи комиссийĕн майăн 31-мĕшĕнче иртнĕ ларăвĕн кун йĕркине çак ыйтăва кĕртнĕ. Н.И.Алексеев архитектор «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2010—2020 çулсенче ĕçмелли шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна пурнăçлас тĕлĕшпе районта мĕнле ĕçсем туни çинчен тĕплĕ каласа пачĕ. Шăмăршăра ĕçмелли шыв управĕ тунине пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавăнти шыв çывăх çулсенче пирĕн тăрăхри кашни яла тенĕ пекех çитмелле.
Район центрĕнчи нумай хваттерлĕ тата уйрăм çуртсене, хăш-пĕр организацисене «Водоканал» предприяти шывпа тивĕçтерет. Унăн директорĕ С.Н.Макаров çуллахи тапхăр коммуналлă хуçалăхра ĕçлекенсемшĕн уйрăмах кăткăс пулнине палăртрĕ. «Ĕçме-çиме хатĕрлеме усă курнă, кил-çурта тасатнисĕр пуçне çулла шыв шăварма нумай каять. Ăна перекетсĕр тыткаланипе (хăш-пĕр çĕрте шлангăран шыв кунĕн-çĕрĕн юхса выртать) 5 башня шăрăхра уçласа ĕлкĕрейменни те пулать. Шыв пробисене кашни уйăхрах паратпăр. Борпа литие уйăракан оборудование туянма вара коммуналлă хуçалăх вăй çитереймест», — терĕ Сергей Николаевич.
Ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем те «Чăваш Республикинче пурăнакансене 2010—2020 çулсенче ĕçмелли шывпа тивĕçтересси» тĕллевлĕ программăна пурнăçлас енĕпе хăйсем мĕнле утăмсем тунипе паллаштарчĕç. Шыв пахалăхне ан çухаттăр тесен пăрăхсене тасатмалла, дезинфекци тумалла, тĕрĕслесех тăмалла-çке.
Комисси ларăвĕнче хуçасăр, усă курман башньăсене ял поселенийĕсен балансĕ çине илсе çÿлерех асăннă ĕçсене йĕркелеме йышăну турĕç.